Халăх вĕсене шанать
Прокуратура саккунлăхăн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать.
— Уголовлă ĕçсене уçăмлатнă май пиртен кашнийĕ çыннăн шăпине чĕри витĕр кăларать. Ĕçре чи кирли — тĕрĕс йышăну тăвасси, — палăртать Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов.
Округ прокурорĕ пулса 3 çул ытла ĕçлет вăл.
Елчĕк район прокуратуринче хальхи вăхăтра 5 сотрудник тăрăшать: Александр Кудряшов прокурор, унăн çумĕ — Анна Бочкарева, пулăшуçи — Денис Остряков, Татьяна Тимофеева ертсе пыракан специалист тата Юрий Петров водитель.
Халăх прокуратура ĕçченĕсем хăйсене пулăшасси пирки иккĕленмест, йывăр лару-тăрура вĕсенчен пулăшу ыйтать.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: прокуратура ĕçченĕсем