Хаçатçă, публицист, тĕпчевçĕ
Çывăх ĕçтешĕмĕр, район хаçат редакцийĕнче 1981-2017 çулсенче яваплă секретарь, тĕп редактор тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă Николай Васильевич Алексеев нумаях пулмасть хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Ял ачи темерĕн, ватлăхра та ыйхă мĕнне пĕлмест Николай Васильевич. Сулмаклă çулсене хыçа хăварнă май кăштах кансан та çылăхах пулмĕ, анчах ачаран хăнăхнă йăлана пăрахайĕ-и? Халĕ вăл тăван ял историйĕпе, кун-çулĕпе çыхăннă черетлĕ кĕнекене кун çути кăтартас тĕллевпе ĕçлет.
— Çамрăк чухне çын иртсе кайнă вăхăт тата ĕлĕкхи пирки шутласах каймасть. Ĕçлеме пуçласан, унтан мăшăрлансан ĕç, çемье ыйтăвĕсем чи мала тухса тăраççĕ. Çур ĕмĕр пурăнса ирттерсен каялла çаврăнса пăхать, мĕн турăм-ха эпĕ халĕччен, хам хыççăн мĕн хăваратăп? Пирĕн ăрури çынсем камсем пулнă, вĕсем, ял çыннисем мĕнле пурăннă, ял епле аталанса пынă? Кашниех иртсе кайнинче лайăххине çеç шырамастпăр-и? Çак ыйтусем мана, хаçат çынни пулнăран, тĕпчесе пичет кăларăмĕнче çырса кăларас тĕллевпе маларах та кăсăклантарчĕç. Пĕррехинче, ку вăл 1998 çулта пулчĕ-ши, пĕр класра вĕренсе тухнисен тĕлпулăвĕ çинчен тăван хаçатра çырса кăлартăм, кĕскен шкул историне те аса илтĕм. Каярах 1962 çулта пулса иртнĕ пысăк пушар çинчен статья пичетленчĕ. 2000 çулта хамăр ялти «Труд» колхоза халалланă хаçат кăларăмĕнче пĕр страницăна ял историне çутатакан цифрăсемпе фактсенчен йĕркелерĕм. Çапла майпа Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем пирки пĕчĕккĕн истори докуменчĕсем пуçтарма, ватă çынсем каласа панисене çырса пыма тытăнтăм. Вăхăт иртнĕ май 4 кĕнеке кăларма май килчĕ. Чылай çул каяллах ялти нумай çын хăйсен йăх-несĕлĕсемпе интересленнине асăрхарăм. Пулăшу, канаш ыйтакансем те пулчĕç. Анчах çын пирки ратнери авалхи çынсене архив докуменчĕсене тĕпчемесĕр пĕлме çук. Çакна шута илсе яла мĕн ĕлĕкрен пуçласа тĕрлĕ çулсенче пурăннă, паян пурăнакан çемьесен списокĕсене архивсенче шыраса тупса кĕнекере çырса кăтартас шухăш çуралчĕ. Интернет уçлăхĕнче, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче, Тĕмер чиркĕвĕн архивĕнче Тĕмер ялĕпе 1762 çулта çырнă Ревизские сказки (налук тỹлеттерес тĕллевпе çырнă çемье членĕсен списокĕ), Тĕмер чиркĕвĕн тĕрлĕ çулĕсенчи Духовные ведомости (урăхла вĕсене Исповедальные ведомости теççĕ — чăвашла чиркỹре çылăх каçарттарса сыпнă çынсен списокне пĕлтерет) документсем, метрика кĕнекисем, совет саманинчи ялти кашни уйрăм хуçалăх пирки çырнисем тупăнчĕç. Çак документсем çине таянса Тĕмер ялĕнче 1762,1778, 1810, 1827, 1840, 1854, 1876, 1894, 1914, 1928, 1955-1957, 1971-1973, 2014 çулсенче пурăннă çемьесен членĕсене ятран асăнса çырнă. Вĕсемпе паллашса кашни çын хăйĕн йăх-несĕлне, ратнине йĕрлесе тупма пултарать. Эпĕ аннепе атте енчи ратни çыннисене 18-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри таран — православи тĕнне йышăничченхи вăхăтчен йĕрлесе тупрăм. Кĕнекен тепĕр пайĕнче «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнеке пичетленнĕ хыççăн тупса палăртнă вăрçă участникĕсем çинчен çырнă статьясем пулĕç. Çавăн пекех çĕнĕ кăларăмра ял, чиркỹ историйĕпе çыхăннă, ялтан тухнă паллă çынсем, пĕрлешỹллĕ хуçалăхра, ытти ĕçре палăрнă сумлă ватăсем пирки çырнисем пулĕç. Çăва тухиччен кĕнекене халăх патне çитересшĕн.
Николай Васильевич хастарлăхне пулах Тĕмерсем хăйсен ялĕн, чиркĕвĕн историне унăн кĕнекисене вуласа пĕлеççĕ. «Тĕмер чиркĕвĕ», «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекесене 2006, 2012, 2016 çулсенче кăларма пултарчĕ вăл. 2020 çулта унăн «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Хаçат редакцийĕнче тĕп редактор хăйĕн кĕнекисене ĕç вăхăтĕнче мар, çĕрлесерен çырнине, отпусксен кунĕсене архивсенче ирттернине пĕлетпĕр. Куç хупмасăр ларнă каçсемсĕр кăлараймастăнах вĕсене. Аваллăх историне тĕпчесе пичете хатĕрлесси пĕрре те çăмăл мар. Кĕнеке хатĕрличчен пĕр пăт тăвар та çисе яма тивет. Алçырăвĕ хатĕр, анчах ăна вулакан патне мĕнле çитермелле? Çакă та канăç памасть журналиста. Юрать-ха, тăван ял историне çыракана кĕнекене верстка тума, Шупашкар типографийĕнче пичетлеме пулăшу тăсакан пуян чун-чĕреллĕ спонсорсем тупăннă ăна. Çавăнпа та Николай Алексеев çыравçă халăх патне çитнĕ кĕнекесемшĕн «Труд» ЯХПК ертỹçине Валерий Германова, Валерипе Александр, Николай Муллинсене, Юрий Аверкина тата ыттисене чун-чĕререн тав тăвать. Çемье пуçĕ хĕрсе ĕçленĕ вăхăтра Елена Вениаминовна мăшăрĕ ăна чăрмантарас мар тесе ал ĕçĕпе аппаланать. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ упăшкине вăл çĕр-çĕр листаллă материалсене алăпа çырса хатĕрлесен компьютерпа пичетлеме пулăшать. Н.Алексеев яваплă секретарь, тĕп редактор пулнăран унăн ытларах кабинетра ларса ĕçлеме тивнĕ. Çавăнпа та вулакан ĕçтешĕмĕре час-час командировкăра çỹрекен журналист пек пит-куçран лайăх палламасан та, унăн ятне лайăх пĕлнĕ, чунтан тухнă материалĕсене тивĕçлĕ хак панă. 63 çулта юратнă ĕçĕнчен пăрахрĕ вăл. Çăмăлах пулмарĕ ăна канлĕ ватлăха туйма. Ĕçлес кăмăлĕ пысăкчĕ-çке. Хăй каланă тăрăх, ĕçрен кайнăранпа тăватă çул иртсен тин хăйĕн ниçта та васкамалла маррине ăнланса илнĕ. Халĕ çыру сĕтелĕ хушшинче ĕлĕкхи пек кунĕпе лармасть вăл. Çуллахи вăхăтра мăшăрĕпе хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсем çинче çĕрулми туса илеççĕ, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Чăх-чĕп усраççĕ. Каçсерен мăшăрĕпе райцентрти паркра уçăлса çỹреме те вăхăт тупаççĕ. Чылай чухне библиотекăри мероприятисене хутшăнать пичет ветеранĕ, редакцинче час-час пулать. Хаçат вулаканĕсене хăйĕн çĕнĕ статйисемпе паллаштарсах тăрать аслă юлташăмăр. Николай Васильевича яваплă секретарьте ĕçленĕренпе пĕлетĕп. Тин ĕçлеме килнĕ журналистсен кашни хайлавĕ унăн алли витĕр тухса çаврăнăçуллă пулса тăратчĕç. Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекенскерĕн çырура хăйне евĕрлĕ илемлĕх мелĕпе усă курас маçтăрлăх пысăк. Çавăнпа пенсие тухсассăн та хамăн çĕнĕ хайлавăмсене чи малтанах ăна вулаттарас, унăн ăслă канашĕсене пĕлес килет. Хаçатра ĕçленĕ чухнех ун пек нумай кĕнеке кăларнă çын çук-ха пирĕн. Чĕрĕк ĕмĕр каялла вăл хамăр патăмăрта вырăнти авторсен хайлавĕсен ал çырăвĕсене йĕркене кĕртсе, калăпласа хаçат редакцийĕн типографийĕнче 100-150 страницăллă кĕнекесем кăларассине аталантарса ячĕ. Çапла майпа вăл редакциленипе публицистика, калавсемпе сăвă-юрă, вĕренỹ кĕнекисем шучĕпе 20 ытла Елчĕкрех кун çути курчĕç. Манăн малтанхи 2 кĕнеке те хамăр редакцинчех пичетленчĕ. Комсомолăн районти организацийĕ 95 çул çитнине халалласа ятарлă, самаях пысăк кĕнеке кăларма шутларĕç пĕринче районта. Материалĕсем те пуçтарăнчĕç, анчах хăй çине яваплăх илсе ĕçлекен çукран ĕç чарăнса ларчĕ. Пирĕн редактор, вăхăчĕ хĕсĕккине пăхмасăр, ĕçе вĕçне çитерчĕ. Район энциклопедийĕ кун çути курнинче те унăн тỹпи пур.
— Хамăрăн хушăри пултаруллă та хастар çынсем çинчен çырса вĕсен ячĕсене халăх асĕнче хăварасси — манăн тĕп тĕллев. Паянхи çамрăксем ĕлĕкхине пĕлсе çитĕнччĕр, хăйсен йăх-несĕлĕпе кăсăкланччăр, — палăртать Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Курăмлă ĕçĕпе çак хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ те хăй вăхăтĕнче район хаçачĕн тĕп редакторĕ.
Тĕмер ялĕнчи Нина Ильиничнăпа Василий Алексеевич Алексеевсен пилĕк ачинчен иккĕмĕш ывăлĕ Николай. Ялти, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсенче пĕлỹ илнĕ. Уйрăмах гуманитари наукисене çăмăллăнах парăнтарнă. Кĕнеке нумай вуланă. Спортпа çывăх туслашнă: пуринчен ытла çăмăл атлетикăна, футболла выляма кăмăлланă. Вăтам шкул хыççăн пулас профессие тỹрех суйласа илеймен вăл, иккĕленнĕ. Çулла кил валли тырă ĕçлесе илес тĕллевпе ытти çамрăксемпе пĕрле Волгоград облаçне тыр-пул пуçтарма тухса кайнă. Кĕркунне мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ çамрăк Вăрнарти совхоз-техникума куçăмсăр майпа агронома вĕренме кĕнĕ. Вĕренмелли çур çул юлсан Николай Алексеева Совет Çарĕн ретне тăма повестка килнĕ. Службăра чухне те ачаран кĕнеке вулама юратнă салтак каçхи шкула çỹренĕ. Кунта вырăс, ют çĕршыв писателĕсен произведенийĕсене нумай шĕкĕлченĕ. Унти вĕрентекенсем пысăк тавра курăмĕпе палăракан чăваш ачине аслă шкула вĕренме кайма сĕннĕ. Çапла вара икĕ çул хушшинче чунпа, ăспа çирĕпленнĕ каччă хăйĕн шухăшне тĕпрен улăштарса, хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарассине пуçран кăларса, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Пилĕк çул аслă шкулта вĕренесси вара çăмăллăнах килнĕ уншăн.
— Историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче пултаруллă яш-кĕрĕм пĕлỹ пухатчĕ. Алла диплом илсен вĕсем вĕрентỹре, литературăра, журналистикăра, ытти çĕрте ăнăçлă ĕçлерĕç, пултаруллă вĕрентекенсем, ученăйсем, поэтсемпе писательсем, журналистсем пулса тăчĕç, хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç, — аса илет Николай Алексеев.
1981 çулта дипломлă вĕрентекене, филолога, журналиста Елчĕк районĕнчи «Колхоз ялавĕ» хаçата ĕçлеме кайма направлени панă. Литература сотрудникĕнче нумаях та ĕçлеймен Николай Алексеев, виçĕ уйăхранах ăна пысăкрах должность — яваплă секретарь тивĕçне пурнăçлама шанса панă. Шаннă çĕнĕ тивĕçе чун хушнипе чыслăн пурнăçланă çамрăк журналист. Хаçатăн кашни страницинчи мĕн пур материала пĕлсе вырнаçтарса лартасси хăйĕнчен килнине лайăх ăнланнă вăл. Астăватăп-ха, çĕршыв, республика, район шайĕнчи паллă пулăмсене, кунсене халалланă материалсене хаçатра пичетлесси вăл яваплă секретарьте ĕçлеме пуçласан вăй илсе пычĕ. Вăлах хаçат номерĕсене вулакана кăсăклантаракан истори факчĕсемлĕ статья-очерксемпе, илемлĕ сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатассине, страницăсене икĕ е виçĕ тĕспе пичетлессине ĕçе кĕртрĕ.
— Хам ырă тĕслĕх пама тăрăшнă, ыттисенчен те çирĕп ыйтнă, — тет вăл иртнине аса илсе.
Хаçат ĕçĕнче эпир аслă юлташăмăртан ырă тĕслĕх илнĕ. Умри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх пултăр пирĕн хисеплĕ ĕçтешĕмĕрĕн.
Николай Васильевича никам та çичĕ теçетке çул тултарчĕ тесе калаймĕ. Хăй çулĕнчен çамрăк курăнать. Пĕрле аслă шкулта вĕреннĕ Вăрмар хĕрĕпе çемье çавăрнă вăл. Мăшăр 40 çул ытла килĕшỹре пурăнса 2 хĕр çитĕнтернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Алинăпа Анна аслă пĕлỹллĕ, Шупашкар хулинче хăйсен çемйисемпе ĕçлесе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ вĕсем. Кукашшĕпе кукамăшĕ пилĕк мăнукĕпе савăнаççĕ.
Валентина КИРИЛЛОВА,
Раççей Федерацийĕн Журналистсен, Чăваш Республикин Писательсен союзĕсен членĕ