Çак ытарлă ваттисен сăмахне чăннипех çирĕплетеççĕ пархатарлă ĕçпе чапа тухнă сумлă ентешĕмĕрсем. Нумаййăн вĕсем — Елчĕк тăрăхĕнче ỹссе çитĕнсе округ историйĕнче тарăн йĕр хăваракансем. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова. Çак кунсенче Галина Васильевна сумлă юбилейне — çуралнăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илчĕ.
Тăван тăварпа пиçнĕ
Курнавăшри Василий Павловичпа Лидия Васильевна Кузнецовсен йышлă çемйинче çитĕннĕ Галина. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен харсăрлăхĕпе, ылтăн алăллă пулнипе, çав вăхăтрах сăпайлăхĕпе тата теветкеллĕхĕпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Тăхăр пĕр тăвана çутă кун-çул парнеленĕ тăрăшуллă мăшăр. Хастар хресченсем тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаран ĕçпе тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ачисем вылянă чухне те мĕн те пулин çĕннине вĕренччĕр, ĕçсĕр ан çỹреччĕр, тимлĕ пулччăр тесе асăрхасах тăнă. Калăпăр, Лидия Васильевна калани асăмран нихăçан та тухас çук: пĕр-пĕр ачи тĕпсакайне çĕрулми илме ансан та амăшĕ витрене миçе çĕр улми кĕнине, вĕттипе шултри миçешер пулнине шутлама ыйтнă. Хăйне евĕрлĕ вĕрентỹллĕ воспитани аслинчен кĕçĕннисене куçнă. Пĕчĕкренех çăкăр тутине астивсе ỹснĕ пĕр тăвансем самана таппинче çухалса каймассине лайăх ăнланнă ашшĕпе амăшĕ.
Галина килĕшỹллĕ мăшăрăн иккĕмĕш пепки. Çавна май вăл пĕчĕкренех шăллĕ-йăмăкĕсемшĕн яваплă пулнине туйса çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачасенчен çивĕч ыйтнине кура аппăшĕ кĕçĕннисене пур енĕпе те пулăшма тăрăшнă. Василий Павловичпа Лидия Васильевна килте нихăçан та сасă хăпартса калаçман. Çавăнтанах пĕр тăвансем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăнассине мала хурса ỹснĕ.
Ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Галина Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула утнă, 1972 çулта алла аттестат илнĕ. Малалла вĕренес ĕмĕтпе çунатланса ним шикленмесĕрех инçетри хулана çул тытнă. Чăвашра выçлăх çулĕсем тăнă тапхăрта ашшĕпе пĕр тăванĕсем Çĕпĕре тухса кайнă. Унтах çемье çавăрса тарăн тымар янă. Аякрисем тăванĕсен ачисене хулара аталанма условисем лайăхран тахçанах хăйсен енне йыхравланă. Галина аслисен ырă шухăшне шута хурса Томскри коммуналлă строительство техникумне вĕренме кĕнĕ.
1975 çулта алла диплом илсен çамрăк специалиста Новосибирскри 5-мĕш çурт-йĕр управленине ĕçлеме янă. Унта пĕр çул ĕçлесенех чăваш хĕрне хваттер уççи тыттарнă. Отпуск вăхăчĕ çитсен Галина ниçта та мар, тăван ене вĕçтернĕ. Вăтам пỹ-силлĕ, хитре пике тăван ял майĕпен аталанса пынине тỹрех асăрханă. Авă, çынсем çĕнĕ çуртсем лартаççĕ, анчах вĕсен кил-çурчĕ вара кивелсе юхăнса пынăн туйăннă ăна. Амăшĕ чылай çул йывăр чирлесе выртнăран ашшĕне пĕччен хуçалăх тытса пыма йывăррине лайăх ăнланнă хĕр-строитель. Çитменнине тата ашшĕне хулана вĕренме каяс, шкулта вĕренекен ывăл-хĕрĕсене ура çине тăратма пĕрре те çăмăл мар. Çак самантра Галина хăйĕн çемйине питĕ кирлине чунĕпе туйнăран ăш-чикĕ чĕпĕтсе илнĕ. «Эпĕ пулăшмасан кам пулăшĕ?» — çĕр çывăраймасăр шухăшланă отпускри пике. Унтан тĕплĕ шухăшланă хыççăн Çĕпĕре каялла таврăнас шухăшне пуçран кăларса ывăтнă.
Яла юлтăн пулсан икĕ алла пĕр ĕç кирлĕ. Çирĕм пĕр çулхи Галина вăхăта пустуй ирттермесĕр ĕç шыраса район центрне çул тытнă. Ятарлă пĕлỹллĕ çамрăка хавхаспах йышăннă район ĕçтăвкомĕнче: Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕн Ĕç ресурсĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăракан районти уполномоченнăйĕ пулма сĕннĕ. Нимĕнле çĕнĕлĕхрен те шикленсе тăман çивĕч пике шаннă ĕçе хавхаланса пикеннĕ. Чи малтанах ашшĕпе амăшне пулăшассине тĕп тĕллев вырăнне хунă. Юлашки вăхăтра çуртсене кирпĕчрен купалама тытăннăран Галинăн та тĕп çурта унпа тăвас шухăш çуралнă, анчах ашшĕн йывăç çурт хăпартас тĕллевне хирĕç кайма шутламан. Шултра пĕренеллĕ йывăçсем турттарса килсен капмар çурт çĕкленсе ларнă вара Кузнецовсен.
Район центрĕнче ĕçлеме пуçласанах Галина параллельлĕ класра вĕреннĕ Аслă Шăхаль каччине тĕл пулнă. Шкул парти хушшинчех пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ яшпа пике килĕштерсе туслă çỹреме тытăннă. Виталий Ертмаков — 10 ачаллă çемьерен. Вăл район центрĕнче тăрăшнă. Çемьене, тăванлăха мала хуракан çамрăксем 1977 çулхи кĕркунне пĕр тĕвве чăмăртаннă. Çĕнĕ мăшăр малтанах Аслă Шăхальте пурăнса ашшĕпе амăшне лупасне çĕнĕрен туса пулăшнă. Ĕмĕрхи йăлапа аслă ывăлăн тĕп килтен уйрăлса тухмалла. «Ăçта ăшă йăва çавăрмалла-ши?» — ыйту канăç паман çамрăксене. Вара Ертмаковсем Елчĕкре кивĕ çурт туяннă. Тепĕр икĕ çултан çĕнĕ пỹрте пурăнма кĕнĕ. Часах илемлĕ купаланă кирпĕч çурт ачасен сассипе тулнă. Телейпе çиçекен мăшăр хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ.
Галина Васильевна маларах асăннă яваплă ĕçре 9 çул ĕçленине сиссе те юлайман. Ертсе пырас ăсталăхне, çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен пултарулăхне асăрханă ертỹçĕсем ăна архив заведующине уйăрса лартнă. Ачисем пĕчĕккĕ, амăшĕн вĕсемпе тăтăшах юнашар пулмалла чухне пĕр вырăнта ларса ĕçлени вырăнлине, архивра канăçлăрах тесе те шутланă вăл малтанах. Анчах апла мар иккен, архивра пĕрре те лăпкă ларса тăрăшаймăн, унта ĕç нихăçан та пĕтмест. Шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçласа Галина Васильевна документсене йĕркене кĕртсе упрама хурас тесе çанă тавăрса ĕçленĕ. Çак должноçра 13 çул ытла тăрăшса районти организацисемпе предприятисен, хуçалăхсен архивĕсене пуçтарса йĕркене кĕртнĕ. Вăл çине тăнипе, çирĕп ыйтнине пула, çынсемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура районти архив ĕçĕ нумай лайăхланнă. Уйрăмах архивăн пурлăхпа техника никĕсне аталантарассине, документсене упрас енĕпе тивĕçлĕ условисем тăвассине йĕркелеме пултарнă. Шупашкартан тĕрĕслеме килекенсем районти архив заведующийĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине пытарман. Мал ĕмĕтсемпе çунатланакан архивиста: «Кунта сана ĕç çитмест», — тесе те пĕрре мар каланă. Галина Васильевна хăй те лайăх ăнланнă, чăнах та ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртмелли шухăшсем сахал мар явăнаççĕ унăн пуçĕнче.
Шупашкартисем хăйсем патне куçма сĕнсен Галина Васильевна тỹрех хурав пама тăхтаса тăнă. Мĕн тесен те кунта хăйсен хуçалăхĕ, хăнăхнă çынсем тата йышлă тăванĕсем юнашар. Мăшăрĕпе канашланă хыççăн Виталий Васильевич арăмĕн шухăшне ырланă кăна. Çапах та тăруках пурте хулана тухса каяймĕç. Малтанлăха амăшĕпе ачисем çĕнĕ çĕре куçнă. Хăйсен вăй-халĕпе мĕн тунине пăрахса хулана тухса каясси хĕрарăмшăн çăмăл утăм пулман. Хулара ĕç пуррипе кăна мар-çке, пурăнмалли те кирлĕ. Малтанах хваттер туянчĕç, унтан çурт. Каярахпа вара Ертмаковсем хăйсене килĕшекен уйрăм çурт туса лартма вăй çитерчĕç.
Халĕ Ертмаковсем Шупашкарта икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Çĕр ĕçне юратакан мăшăр пахчара тем тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ỹстерет. Теплицăра çитĕнтернĕ хăяр-помидорне хĕл кунĕсенче те астивеççĕ. Ăнса пулнă çимĕçсене иккĕшех хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Теветкеллĕ хуçасем йышлă тăванĕсене яланах тарават. Уявсенче çурт кĕрлесе тăрать. Савăнăçлă шăв-шава хăнăхнă хуçасем пĕртăванĕсен ачисемпе те туслă çыхăнура. Çамрăксен праçникĕсенчен те пăрăнса юлмаççĕ çичĕ теçеткерен каçнă ăшпиллĕ çынсем. Мунчипе гаражне те хăйсем тунă. 47 çул пĕр чăмăрта пурăнакан сумлă çынсем пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ. Виталий Васильевич çу вăхăтĕнче вĕлле хурчĕсем пăхса киленет. Галина Васильевна чечексем ỹстерет. Çав вăхăтрах ăста кулинар та.
Людмила хĕрĕпе Владик ывăлĕ ашшĕ-амăшĕн ăшă йăвинчен вĕçсе тухса кайнă. Хĕрĕ хăйĕн çемйипе Шупашкартах пурăнать. Ывăлĕ вара Мускавра тĕпленнĕ. Кашнийĕн икшер ача. Вĕсене яланах хапăл кукамай, асанне ятне илтнĕ Галина Васильевна. Çуллахи каникулсенче Мускаври мăнукĕсем яланах кунта.
Людмила педагогика наукисен кандидачĕ. Нимĕç чĕлхи вĕрентет. Каласа хăвармасăр иртес мар: Галина Васильевна йăхĕнчен хальлĕхе наука кандидачĕсем улттăн тухнă. Вĕсем истори, философи, педагогика, медицина, физикăпа математика енĕпе ăслăлăх диссертацине хỹтĕленĕ.
Ертмаковсем тăван тăрăхра та час-часах пулаççĕ. Курнавăшра та, Аслă Шăхальте те вĕсем — кĕтнĕ хăнасем. Кĕçĕннисем паян та аслисенчен ырă сĕнỹ-канаш ыйтаççĕ, пĕр-пĕр ĕç пурнăçлама тытăниччен вĕсемпе канашлаççĕ. Çакă Галинăпа Виталий Ертмаковсене савăнтарать. Вĕсем тăван шăллĕ-йăмăкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса ĕçпе те, пĕр-пĕрин хушшинчи ăшă та юратуллă çыхăнупа та çирĕплетеççĕ. Галина Васильевнăпа пĕр варта выртнă шăллĕ-йăмăкĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Тĕп килте пурăнакан чи кĕçĕн шăллĕ Юрипе Александра кинĕ, ашшĕ-амăшĕн çуртне хирĕçех тĕпленнĕ Петр шăллĕпе Надежда кинĕ аппăшĕпе йыснăшне, вĕсен ачисене яланах хапăл йышăнаççĕ. Хулара тымар янă пĕр тăванĕсемпе те час-часах тĕл пулаççĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче тĕпленнĕ пиччĕшĕ çеç тăван ене сайрарах килсе çỹрет. Галина Васильевна вăхăтĕнче ашшĕпе амăшĕ каланă сăмахсене: «Тăван тăварпа пиçнĕ. Яланах пĕр-пĕриншĕн кар тăрăр. Аслине кура ыттисем ун хыççăн тапаланса пырĕç», — тенине самантлăха та асран кăлармасть.
Архив тытăмĕнче — 40 çул
1998 çулта шăпа Шупашкара илсе çитерсен Галина Васильевна чи малтанах архив фондне йĕркелекен республика службинче вăй хунă. Унтан вăр-варскере ЧР патшалăх тĕп архивне ертсе пыма сĕннĕ. Икĕ çул килĕшмесĕр: «Ỹссе çитеймен-ха», — тесе тăнă вăл. Пуçлăхра вăй хума пĕлỹ шайĕ пĕчĕкреххине ăнланнăран пĕлĕвне анлăлатма патшалăх службин академийĕн Атăлпа Вятка филиалĕнче вĕреннĕ. 2002 çултанпа — ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ. Каярахпа тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аспиратуринче пĕлỹ илсе истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă.
— Тĕрĕссипе, 40 çул каялла районти архив ĕçне вăхăтлăха çеç, унта йĕрке тăвиччен кăна, ĕçлетĕп тенĕччĕ, анчах пуласлăха пĕтĕмпех аваллăх управĕпе çыхăнтармалла пулчĕ. Вăт, пĕлместĕн вĕт, çỹлтен хăвна мĕнле пурнăç сукмакĕ хатĕрленине, — кăмăллăн калаçать иртнине аса илнĕ май Галина Васильевна.
Пурнăç ăраскалĕ çапла килсе тухнăшăн пĕрре те кỹренмест вăл. Хулари архива пырса кĕрсенех ĕнерхи строителе чи малтанах çуртри кăлтăксем куçне тăрăннă: çурт маччинчен шыв аннă, пăрăхсем кивелнĕ тата ытти те. Хранилищĕсенче сивĕ, сотрудниксем шăнса ларнă. Çурт документсемпе тулнăран организацисен докуменчĕсем вăхăтлăха хăйсен патĕнчех упраннă. Ертỹçĕ тарăн шухăшланă хыççăн ĕç-пуçа юсавран тытăнмаллине ăнланнă. Чи малтанах путвалтан пуçăннă. Унтан пĕчĕк-пĕчĕк юсавсем ирттерсе архивăн тĕп çуртне тĕпренех çĕнетме пултарнă. Унсăр пуçне архива туса пĕтереймен çурт панă. 15 çул тунă ăна. Паллах, республика пулăшăвĕсĕр май килменех. Пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçлама майсем тупнă вăл. Республика ертỹлĕхĕ те архив тытăмне пулăшас тесе укçа-тенкĕпе пулăшма тытăннă. Çурта çĕнетес енĕпе ертỹçĕ пысăк хуласенчи архивсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашассине тĕп вырăна хунă. Санкт-Петербургри, Мускаври Раççей Тĕп истори архивĕсенче пулса ĕç опычĕсемпе паллашнă. Вара кунта та çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарса лаптăка перекетлемелли майсем шыраса тупнă. Халĕ çулран-çул çĕнелсе, пуянланса пырать çак тытăм. Раççей шайĕнче лайăх пĕлеççĕ Чăваш архивисчĕсен курăмлă улшăнăвне. Унччен кантрапа çыхнă документсем халĕ ятарлă курупкăсенче, сывлăш температурин виçипе типтерлĕ упранаççĕ. 2019 çулта пурнăçланă курăмлă ĕç Раççейĕпе те çук. Кĕске вăхăтра миллион ытла документа тирпейлесе çитерсе упрама хуни питĕ тĕплĕ ĕç. Унччен унта килекенсем валли архивсемпе паллашмалли пĕр вулав залĕ пулнă пулсан, халĕ — иккĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май умра тата пысăк тĕллевсем тăнине палăртать 22 çул директорта тимлекен хастар хĕрарăм. Калас пулать, республикăри архивра документсем 1639 çултан упранаççĕ.
— Архив халăх пуянлăхĕ, вăл чăн-чăн чĕрĕ организм, чун пекех. Паян кунта 62 çын вăй хурать. Вĕсенчен çурри ытла çамрăксем, ятарлă аслă пĕлỹ илнисем. Шупашкартах архивистсене хатĕрлени кадр ыйтăвне татса пама нумай пулăшать, — пĕлтерет Галина Васильевна.
Коллективри пилĕк çамрăк аспирантура пĕтерсе диссертацисем хỹтĕленĕ. Малалла ăнтăлакансем татах та пуррине те витĕр курать. Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче те палăраççĕ унăн ĕçтешĕсем.
— Сотрудниксене аталанма условисем туса парассине хамăн тивĕç тесе шутлатăп. Архив докуменчĕсене упрасси — пĕрре, хамăр аталанса пыни — тата лайăхрах пулăм. Раççей шайĕнче тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр, ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнатпăр, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленетпĕр. Сăмахран, 2012 çултанпа «Исторический вестник» журнал кăларса тăратпăр. Унашкал кăларăм çĕршыври нихăш архивăн та çук-ха, — пĕлтерет Г.Ертмакова.
Чăваш патшалăх истори архивне пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр ертсе пыма пуçланăранпа пурнăçланă ĕç-хĕле хаçатра çырса та пĕтереймĕн. Паян, цифра технологийĕ вăйлă аталаннă тапхăрта, социаллă сайтсене кĕрсен архив ĕçĕпе тĕплĕн паллашма пулать. Документсене электронлă верси çине куçарассипе те пуян опыт пухнă вĕсем.
— Çапах та пурнăçа кĕртмелли ырă шухăшсем татах та нумай-ха. Лайăххин вĕçĕ çук вĕт. Çавăнпа тата ĕçлес кăмăл пысăк-ха, — тет вăл.
Юлашкинчен мĕн хушса калам: Галина Васильевна профессионал, пуçаруллă, пултаруллă ертỹçĕ пулнипе пĕрлех çав тери опытлă организатор. Прогрессивлă историк-тĕпчевçĕ, активлă гражданин тата патриот. Вăл Чăваш Енри архив службине аталантарас тата çирĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывнипе пĕрлех округсенчи сотрудниксене методика пулăшăвĕ парса вĕсен квалификацине ỹстерекен мероприятисене хутшăнать. Хамăр округри ĕçтешĕсене яланах курăмлă пулăшу пама ăнтăлса тăван ене час-часах çитет ентешĕмĕр. Елчĕк ен ентешлĕхĕпе тачă çыхăну тытать, округ хаçатне те чылай çул çырăнса илет.
Галина Васильевна Атăлçи федераци округĕнчи архив учрежденийĕсен наукăпа методика канашĕн членĕ. Опытлă ертỹçĕ архив отраслĕн ĕçне аванлатас ыйтусемпе пысăк трибунăран тухса калаçма ỹркенсе тăмасть. Ыт ахальтен мар тăрăшулăхпа яваплăх ăна республика шайĕнче çеç мар, ун тулашĕнче те ят-сум илме çул уçнă.
Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен Галина Ертмакован тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем йышлă. Çавăн пекех асăну медалĕсене те тивĕçнĕ. 2020 çулта ăна «Хисеплĕ архивист», унтан «Культурăри пысăк ỹсĕмсемшĕн» кăкăр çине çакмалли паллăсемпе чысланă.
Валентина КИРИЛЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Г.Ертмакова.