Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв инкексĕр ирттĕр

Çĕнĕ çул уявĕсем — чăн-чăн тĕлĕнтермĕшсен тата савăк кăмăл-туйăм вăхăчĕ. Апла пулин те хăрушлăх тухасси инçе мар, мĕншĕн тесен çак кунсенче çынсем Çĕнĕ çул символне — чăрăша — вырнаçтарса илемлетеççĕ.

Чăрăша — правилăсемпе

Уява инновациллĕ технологисемпе тунă искусственнăй чăрăшпа ирттерме сĕнеççĕ специалистсем. Ку чăрăшсен хăрушсăрлăх шайĕ пысăк. Чĕрĕ чăрăш пирки калас тăк, вăл нỹрĕк пулмалла. Урăхла каласан, ăна шăварсах тăмалла. Çавăнпа та çĕнĕ çул йывăççине йĕпе хăйăр тултарнă витрене вырнаçтармалла, ятарлă савăта лартсан та лайăх.

Гирлянда суйлатпăр

Электричество гирляндисене, ытти капăрлăхсем пекех, пĕлсе суйламалла. Вут-çулăмран хỹтĕлекен хутăшла витнисене туянсан вырăнлăрах. Вĕсем лабораторире тест витĕр тухнисем пулмалла. Гирляндăсен курупки çинче çак информацие кăтартма тивĕç. Ăна кашни туянакан куртăр. Çавăн пекех пỹртре тата урамра усă курмалли гирляндăсем уйрăлса тăнине шута илмелле. Урамрисем кил-çуртра «ют».

Гирлянда çинчи лампочкăсем 100 проценчĕпех çутатма кирлĕ. Ăна чăрăш çине çакиччен тĕрĕслемелле. Пĕр розеткăна 3 гирляндăран ытлашши чикмелле мар. Чăрăш çине мамăк çакма юрамасть.

Йĕркене пăхăнар

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла: ĕçлекен гирляндăсене çĕрлене хăвармалла мар. Кил-çуртран тухса кайнă чухне те сỹнтерсе хăварас пулать. Килте ачасем кăна юлсан та инкек патне илсе çитерме пултарать.

Уяв, савăнăçпа пĕрлех, тимлĕх те ыйтать.

Александр САЙКИН,
пушар асăрхавĕн Елчĕк округĕнчи патшалăх тĕп инспекторĕ



елчек ен