«Чăвашла пĕлетĕн-и?»
Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнисенчен çĕнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш вунă çуллăхĕнче çар училищисенче пĕлỹ илнисем е контракт йĕркипе службăра тăракансем сахаллăн мар.
Надежда Хушкина ертсе пынă класри 11 арçын ачаран 2014 çулта кăна 5-ĕшĕ çар службине суйласа илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ паян ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ.
«Эсĕ чăваш мар-и?»
Руслан Райков черетлĕ отпуска килнине пĕлсен тĕл пулас кăмăл çĕнтерчех. Унăн вĕренỹри тăрăшулăхĕпе яваплăхĕ, спортри тата обществăлла ĕçсенчи хастарлăхĕ те шутланине пурнăçлама хистерĕç.
Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ çамрăк 2019 çулта Санкт-Петербургри çыхăну çар академине пĕтернĕ. Малаллахи службăна Владикавказа янă. Эпĕ тỹрех Александр Тихонов полковник çинчен аса илтĕм: вăл 58-мĕш армин 291-мĕш бригада командирĕ пулнă çав тапхăрта.
— Пĕр кунхине медпункта кĕмелле пулчĕ, — пирваях Руслан хĕпĕртевне тỹрех ăнланмарăм-ха. — Хĕрарăм лейтенант ларать. «Эсĕ чăваш мар-и?» — ыйтрĕ вăл манран. «Çапла», — хуравларăм эпĕ. «Ăçтан?» «Елчĕкрен». «Ман мăшăр та çавăнтан, кунта — командир».
Александр Михайлович çинчен маларах та илтнĕ-ха эпĕ. Пултаруллă ертỹçĕ, стратег. Чăвашсене нумай пулăшнине те калатчĕç. СВО пуçланчĕ те тĕл пулма май килмерĕ. Çакна палăртса хăварасшăн: Римма Сергеевна, мăшăрĕ тата пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр вăхăтрах Украина çĕрĕ çинче çапăçнă тапхăрта, хăй те айккинче юлман — разведротăра пулнă. Суворов медалĕпе наградăланă ăна. Халĕ Елчĕк кинĕ службăна Мускавра тăсать.
Çыхăну — чи кирли
Иртнĕ çулхи çулла пирĕн ятарлă тĕллевлĕ (ред.: ун пеккисем питĕ сахал) радиотехника разведкин полкне Украина çĕрĕ çине илсе кĕчĕç. Запорожье облаçне вырнаçрăмăр. Подразделенин тĕп ĕçĕ — тăшман ăçта тата мĕн тума шутланине палăртасси. Эпир панă информаци хыççăн вара артиллери е авиаци тивĕçлĕ йышăну тăвать.
Разведка техники сăртлă тата тĕрлĕ вырăнта. Чи çывăххи — передовойĕнчен 30 километрта. Хăватлă оборудованипе тăшманăн 50, 100 е 1000 çухрăмри «картинине» курма пулать.
Эпĕ рота командирĕн заместителĕн тивĕçне пурнăçлатăп. Çыхăнусăр вăрçă пыракан вырăнта нимĕн те тăваймастăн. Пирĕн кирек мĕнле лару-тăрура та разведкăн ултă ушкăнне çыхăнупа вĕçĕмсĕр тивĕçтермелле. Антенна стройран тухасси пулать те, çийĕнчех çỹле хăпарса каймалла. Ку вара пурнăç хăрушлăхĕпе те çыхăннă, мĕншĕн тесен тăшман дронĕ «тĕлĕрмест».
Унта нихăçан та çар тумĕпе çỹреместпĕр. Вырăнти çынсенчен темĕн те кĕтме пулать. Блиндажсенче мар, вырăнти комендант уйăрса панă пушă çуртсенче выртса тăратпăр. Халь шутлатăп та, çакă тĕрĕс мар вĕт-ха. Мĕн тăвăн, аслисене лайăх курăнать пулĕ.
Чăваш командирĕпе
Пирĕн полк командирĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ шăпах Александр Тихоновпа Çурçĕр Кавказра пĕрле пулнă. Мухтавлă ентеш çинчен халĕ те нумай каласа парать. Вăл пушă вăхăтра пĕчĕк ушкăнра чăвашла юрлама та юратнă…
Полк командирĕ запаса тухсан пире çĕнни килессине пĕлтерчĕç, çавна май пĕтĕм техника «ăш-чиккине» тасатрăмăр, хамăра, территорие йĕркене кĕртрĕмĕр. Эпĕ служба тивĕçĕсене пурнăçлама 21-мĕш региона кăтартакан «Нивăпа» çỹретĕп. Çĕнĕ командир çитсе чарăнчĕ кăна, эпĕ машинăран тухрăм. Хускалмасăр тăратăп. Темиçе хутчен малтан ман çине, унтан номер çине пăхса илчĕ те: «Чăвашла пĕлетĕн-и?» — терĕ тỹрех. «Пĕлетĕп», — тетĕп.
Полковник Муркаш тăрăхĕнчен. Тĕл пулсан: «Хамăр ял!» — тет ялан. Капла пуринчен те çирĕп ыйтать — çăмăллăх çук.
Паллă йăхран
Ĕмĕте пурнăçа кĕртме çирĕп туртăмпа кăмăл-туйăм кирлĕ. Райковсем чаплине шырас тĕллевпе тăван çĕртен аякра ĕçлесе çỹремен. Русланăн аслашшĕ, Виталий Васильевич, хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне Ленин ячĕллĕ колхозпа çыхăнтарнă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ пулнă вăл, 1981 çулта III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. Унăн ывăлĕпе кинĕ те, Эдуард Витальевичпа Лариса Николаевна, çĕр хуçисемех: вырăнти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх ферминче нумай çул хăйсен ĕç биографине малалла тăсаççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ — Артур — Шупашкар хулинчи ГАИ инспекцийĕнче тăрăшать. Вăл та малтанах суйласа илнĕ професси çулĕнчен пăрăнман.
Руслан, хăй каланă тăрăх, çар çынни пулма вăтам классенчех ĕмĕтленнĕ. Халĕ шухăшлатăп та, шкулта пĕтĕм енĕпе çирĕп ăнтăлу пулни çавăнпа сăлтавланнă иккен.
…»Радар» чĕнỹллĕ аслă лейтенант иртнĕ эрне вĕçĕнче çемйипе Владикавказа çул тытнă. Унтанах пуйăспа — хĕрỹ точкăна. Анна мăшăрĕ, вăл Патăрьел хĕрĕ, 4 çулхи Роман ывăлĕ çĕнтерỹпе кĕтеççĕ ăна. Ашшĕ-амăшĕн пилĕ те çиттĕр ăна ырă-сывă таврăнма.
Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк