Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ

Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикинче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ.

💯Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.

💥Çак куна халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕ «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» курав йĕркеленĕ. Кунта чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма, чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлме май пур. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та — тÿнтер е пиччĕн — пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. 



25 ноября 2024
14:57
Поделиться