Яла илем кĕртессишĕн
«Пуçару бюджечĕ» программăна хутшăнса кăçал Кавал ялĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсене хывнă.
Çитес çулхи тĕллев те паллă: Хĕвел тухăç урамне хытарнă çул сармалла. Кунта кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара иртсе çỹреме питĕ хĕн. Пролетари урамĕнче пурăнакансем те çак çивĕч ыйтăвах татса парасшăн.
Хĕвел тухăç урамĕнче тĕпленнисен проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 764170 тенкĕпе танлашать.
Елчек ен