Вăй — пĕрлĕхре
Николай Григорьевич Курчаткин 1963 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă. Ĕç биографине «Спутник» совхозра пуçланă. «Çĕрпỹ агропромхимийĕ» МПОра водительте, юсав мастерскойĕн заведующийĕнче, автопарк, автомехотряд пуçлăхĕнче, тĕп инженерта, председательте, «Çĕрпỹ сельхозхимийĕ» пĕрлешỹре директорта тăрăшнă. 2001-2005 çулсенче Çĕрпỹ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн ертỹçи пулнă. 2005 çулта — «Авангард» ОООн «Цивильский бекон» филиалĕн директорне, 2011 çулта «Авангард» ОООн генеральнăй директорне çирĕплетнĕ.
Раççей Федерацийĕн, Чăваш, Тутар Республикисен Ял хуçалăх министерствисен Хисеп хучĕсемпе чысланă. Чăваш Республикин Президенчĕн, Патшалăх Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин, Тутар Республикин Президенчĕн, премьер-министрĕн тата Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене, Тавĕсене тивĕçнĕ.
Николай Курчаткин — Чăваш Республикин тата Тутар Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Раççей агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята, «Раççей агропромышленность комплексĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн» кĕмĕл медале, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, Тутар Республикин Туслăх орденне, «Ак Барс» холдинг компанийĕ» АОн кăкăр çине çакмалли изумрудлă ылтăн паллăна (2 хут) тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 2015 çулта Тутар Республикин «Çулталăкри ертỹçĕ» обществăлла конкурсĕн лауреачĕ пулнă. Çĕрпỹ районĕнчи Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕн тата депутачĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созыври депутачĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă вăл.
Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ умĕн Тутар Республикинчи Пăва районне кĕрекен Кайпăç ялĕнче вырнаçнă «Авангард» ОООра пулса курма тỹр килчĕ. Хуçалăхăн тĕп директорĕ Николай Курчаткин пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Хамид Гиматдинов тĕп агроном йĕтем тата уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, машинăпа трактор паркĕнче пулса куртăмăр.
— Хуçалăхĕпе илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 17511 гектар çинче туса илтĕмĕр, ăна тăкаксăр пуçтарса илме пултартăмăр. Кăçал пỹлмесене 65 пин тонна яхăн тĕш тырă кĕчĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 35,1 центнерпа танлашрĕ. Кăçал тырă çитĕннĕ вăхăтра çумăр çителĕксĕр пулни тухăçа кăштах чакарчĕ. Тĕш тырра вăрлăхлăх та, сутлăх та, выльăх валли фураж, комбикорм хатĕрлемелĕх те туса илетпĕр — хуçалăхри 93 пин ытла пуç сысна, 6150 пуçа яхăн мăйракаллă шултăра выльăх, 130 пуç лаша валли çитсе пырать.
Хальхи вăхăтра кукуруза вăрлăхне çапса илес ĕç пырать. Унăн пĕр гектартан тухакан вăтам тухăçĕ — 70 центнера яхăн. Ăна 2 пин те 500 гектар ытларах лаптăк çинче çитĕнтертĕмĕр. Çуррине силос тума янă (30 пин тонна ытларах хатĕрленĕ), çуррине — тырă валли (ăна авăртса выльăх апатне хушатпăр). Сойăна кăçал 945 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Ăна тăкаксăр çапса илтĕмĕр, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 17,2 центнер. Вăрлăх хуçалăхĕ пулнă май пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăхлăх та çитĕнтеретпĕр. Çакă укçа-тенке перекетлеме май панипе пĕрлех (аякран туянма хаклă) тупăш тума та пулăшать. Сахăр кăшманĕ пирки те каласа хăварар. Питĕ пысăк тухăç паракан культура. Унăн лаптăкĕ кăçал 1371 гектар йышăнчĕ (пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 607 центнер). Ăна кăларас ĕç вĕçленнĕ, паянхи кун тĕлне çуррине Пăва хулинчи сахăр заводне турттарнă. Юлнине те çывăх вăхăтра унтах леçĕпĕр. Тухăçа ỹстерме кăçал август уйăхĕнче çумăр çуни витĕм кỹчĕ, — пĕлтерчĕ Николай Курчаткин тĕп директор.
Сăмах май, «Авангард» ООО пирĕн округăн Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче те тыр-пул туса илет. Территори пайĕн пуçлăхĕ Лариса Ильина пĕлтернĕ тăрăх, халăх унăн ĕçĕпе кăмăллă. Хуçалăх территори пайĕнче пулса иртекен мероприятисенчен те аякра юлмасть, уявсене йĕркеленĕ, тĕрлĕ социаллă объект хута янă чух пулăшу аллине тăсать. Кăçал пай çĕрĕсемшĕн халăха 200 килограмм тасатнă тырă панă. Николай Курчаткин час-часах округ шайĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунĕсене, ял хуçалăх ĕçченĕсем йĕркелекен пĕрлехи семинарсене, Ĕçпе юрă тата спорт уявне — «Акатуя» та хутшăнма вăхăт тупать.
Николай Григорьевич ыр кăмăллăх акцийĕсене те хастар хутшăнать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшса хăй ятĕнчен те, предприяти шутĕнчен те сахал мар техника, укçа-тенкĕ уйăрать.
«Авангард» хуçалăхра экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци уй-хиртен пуçласа лавккари сентре таранах тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухать. Йĕркеленнĕ элита хăйĕн пуласлăхĕ çĕршывăн пуласлăхĕпе тан пулнине лайăх ăнланать. «Авангард» ООО Чăваш Енре икĕ филиалпа — «Çĕрпỹ беконĕпе» тата «Патăрьел беконĕпе» палăрса тăрать, вĕсен харпăрлăхĕнче паянхи саманапа тан килĕшсе тăракан сысна комплексĕсем тата Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш, Елчĕк, Çĕрпỹ, Патăрьел округĕсенчи çĕрсем. Çавăн пекех «Авангард» ООО — Тутарстанри агропромышленность комплексĕн пысăк предприятийĕсенчен пĕри, вăл 2011 çултанпа «Ак Барс» холдинг компанийĕн тытăмĕнче. Компани Тутарстанри пилĕк тата Чăваш Енри çавăн чухлех хуçалăх çинче никĕсленнĕ. Кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăлараççĕ.
— Пирĕн хуçалăхра 700 яхăн çын ĕçлет. Ака тата вырма вăхăчĕсенче вĕсен йышĕ тата та хушăнать. Кăçалхи тăхăр уйăх итогĕсене илес пулсан, пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 55900 тенкĕпе танлашнă. Тĕллев — ăна малалла та ỹстерсе пырса çулталăк вĕçне 60 пине çитересси. Механизаторсен сезонра пĕр уйăхри ĕç укçи 100-200 пин тенкĕпе танлашать. Чи кирли — теприне шанса лармалла мар, хамăрăн вăя шанса ĕçлемелле. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем туса илекен сысна какайĕн 50 проценчĕ ытла, Тутар Республикинче 25 процент ытла пирĕн предприятисен пулсан, Раççейре çак кăтарту 0,4 процентпа танлашать. Ку сахал мар. Малашне те ĕç тухăçлăхне ỹстерес, çурасем туса илессине вăйлатас, производство кăтартăвĕсене пысăклатас тĕллевпе çине тăрса ĕçлемелле, — палăртать Николай Курчаткин тĕп директор.
Сĕт суса илессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сăвăнакан 1600-е яхăн ĕне шутланать кунта, кунне 40 ытла тонна сĕт суса илеççĕ.
Ятарлă социаллă проектсем ỹсен-тăран çитĕнтересси тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, продукци шайне ỹстерсе пырасси çине пысăк витĕм кỹреççĕ. Кунта пахалăха, перекетлĕхе мала хураççĕ. Хуçалăх çулсерен сутлăх валли тата выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма тулă, урпа, пăрçа, соя, кукуруза, хĕвел çаврăнăш, сахăр кăшманĕ лартса илет. Çирĕп сортлă репродукци тата элита культурисене мала хураççĕ. Кĕрхисене пурĕ 6 пин те 51 гектар çинче акса хăварнă. «Авангардăн» хăйĕн тырри çĕнĕ тухăçчен çитсе пырать.
Предприяти малтанхи тапхăрта выльăх апатне ытти хуçалăхран пайтах туяннă пулсан, халĕ йăлтах хăйсем хатĕрлеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕн программисене хутшăнни ĕçе тата та çăмăллатать. Паянхи кун «Авангард» харпăрлăхĕнче 3 сысна комплексĕ: Тутарстанри Пăва районĕнче, Чăваш Енри Çĕрпỹ тата Патăрьел округĕсенче — «Çĕрпỹ беконĕ» тата «Патăрьел беконĕ» хуçалăхсенче. Хуçалăхăн сысна комплексĕсене Хĕвел анăç Европăри стандартсемпе килĕшỹллĕн хута янă, çĕнĕлĕхе çул пани продукцие пĕчĕк тăкаксемпе туса илме май парать. Иртнĕ çул сутăннă продукцинчен хуçалăх кассине 4,25 миллиард тенкĕ пырса кĕнĕ.
— Çитĕнỹсем çăмăллăн килмеççĕ. Майĕпен, çулран-çул аталанса, çĕнĕрен-çĕнĕ стройкăсем туса пытăмăр. Чи малтанах, 2006-2007 çулсенче, Тутар Республикинче сысна комплексне хута янă. 2007-2009 çулсенче Чăваш Республикинче Çĕрпỹ районĕнче «Çĕрпỹ беконĕ» хута янă. Çак предприятисенче çĕнĕ комплекссем тума 2 миллиард тенкĕ ытларах укçа-тенкĕ хывнă. Укçи пĕлĕтрен персе анман вăл, банксенче кредитсем илнĕ. Парăмсене темиçе çул каялла анчах татса пĕтертĕмĕр. 2005 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçларĕ. Вăл пулăшрĕ те ĕнтĕ пире тĕллевлĕн аталанма, — аса илет иртнине Николай Григорьевич. — Тутарстанра комплекссене çĕнĕрен тунă. Çĕрпỹри предприятие саланса кайнă «Восход» хуçалăхĕн никĕсĕ çине таянса хута янă. Ун хыççăн Çĕрпỹре 2009-2010 çулсенче тепĕр икĕ витене хута ятăмăр. Пурнăç малаллах пырать. 2011 çулта «Ак Барс» холдинг компанине кĕтĕмĕр. Ун чухне пирĕн харпăрлăхра 10 пин гектар ытларах анчах çĕр лаптăкĕччĕ. Майĕпен аталанса пырса 30 пин ытла гектара çитертĕмĕр ăна. Цифрăсем ỹссех пыраççĕ. Май килсен эпир хамăр çĕрсемпе юнашар тата та çĕрсем туянас е арендăна илес кăмăллă. Пĕрлĕхĕн 30 пин те 517 гектар çĕр, çав шутран акăнакан лаптăксем — 27 пин ытла гектар. «Авангард» ООО Çĕрпỹ, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Патăрьел округĕсенче — 11 пине яхăн, Тутарстанри Пăва районĕнче 21 пине яхăн гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курать. Сăмахран, Патăрьел округĕнчи «Юрма» хуçалăхăн комплексне илер. Эпир ăна 2017 çулта туянтăмăр. Туяннă чухне унта сыснасенчен пĕр çулталăкра 2000 тонна ытларах аш-какай туса илетчĕç. Вăхăт иртнĕ май тухăçа ỹстерсе пытăмăр, продукци туса илессине 2 хут ытла ỹстертĕмĕр — кăçал кунта тухăç 4 пин те 500 ытла тоннăпа танлашасса шансах тăратпăр.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, сысна ашĕ туса илесси 21 пин тонна ытларах пулĕ. Танлаштарма — 2011 çулта ăна 10 пин тонна туса илнĕ. «Ак Барс» холдинга кĕнĕренпе сĕт суса илессине те самай ỹстернĕ — 12 хут! 12 çул хушшинче çавăн пекех тĕш тырă продукцине туса илесси 3 хут ытларах ỹснĕ. Мĕн пур хуçалăхпа илсен, кăçал эпир 5 миллиард тенке яхăн продукци туса илме тĕллев лартнă.
Аталану çул-йĕрĕнче çулсерен çĕнĕ йышши техникăпа пуянланса, предприятисен шучĕсене ỹстерсе пыни пысăк вырăн йышăнать. Çакăн пирки Н.Курчаткин çапларах палăртать:
— Строительство ĕçĕсем пурнăçлама çулсерен сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр, çавăн пекех техникăна те çĕнетсе пыратпăр. Пысăкрах стройкăсен вăхăтĕнче çак сумма 500-800 миллион тенкĕпе те танлашать. Юлашки пысăк стройкăсенчен пĕри — виçĕм çул хамăрăн Кайпăç ялĕнче 800 пуç ытла сăвăнакан ĕне тытмалăх вите хута яни.
Ĕçлекене хавхалантарасси, тивĕçлĕ ĕç условийĕ туса парасси, унăн сывлăхне упрасси тата ĕçе çăмăллатасси çине çулсерен пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Чи хастаррисене 1-4 окладпа танлашакан премисем тивĕçеççĕ. Сăмах май, «Авангард» предприятинче Елчĕк округĕнчен те тĕрлĕ должноçра сахал мар çын ĕçлет. Енчен те сысна комплексĕнче е ытти вырăнта ĕçлеме кăмăл тăвакансем 8(843) 7442677 номерлĕ телефонпа çыхăнма пултараççĕ.
«Темиçе миллиард тенкĕ тупăш илекен предприяти ертỹçи пулма çăмăл-и?» — ыйту çине Николай Курчаткин çапларах хуравларĕ: «Ĕçлеме ỹркенмесен, тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пырсан ĕç малаллах каять. Йывăрлăхсен умĕнче (вĕсемсĕр пулмасть) пуç усмалла мар, чăрмавсене çĕнтерсе малаллах талпăнмалла. Чи кирли — хăв çумăнта вăйлă команда пулни, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пултарни. Ертỹçĕн кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, дисциплинăна мала хумалла».
Николай Григорьевич ĕç картлашкипе майĕпен ỹссе пынă. Водительтен пуçласа тĕп директора çитичченхи тапхăрта йывăрлăхне самай курнă, хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Пĕлĕвне те ỹстерсех пынă. Малтан ял хуçалăх академине, кайран Атăл-Вятка академине пĕтернĕ. Хăйне пурнăç парнеленĕ ашшĕ-амăшне пысăк тав сăмахĕ калать вăл. Амăшĕ — Елена Егоровна ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Ашшĕ — Григорий Степанович паллă утарçă пулнă. Ертỹçĕ çынлăхлăха мала хурать, çынра шанчăклăх пуррине хаклать, панă сăмаха тытнине тата ĕçе тĕплĕн тунине кăмăллать.
Кăçал Тутарстанри «Авангард» ОООна хута янăранпа 20 çул çитнĕ. Çавна май кĕскен историне те таврăнар. Вăл «Маяк», «Новый путь», «Тан», Тельман ячĕллĕ хуçалăхсем çинче никĕсленнĕ. 2006 çулта «Авангард» ООО Чăваш Республикинчи Çĕрпỹ районĕнчи «Родник» ОООпа пĕрлешнĕ. Çакăн хыççăн унта «Çĕрпỹ беконĕ» сысна комплексĕ хута кайнă (2008 ç.). 2011 çулта предприяти «Ак Барс» холдинг йышне кĕнĕ. «Строительство убойного цеха с холодильной обработкой хранения мясной продукции в городе Буинск» проекта пурнăçласа 2015 çулта «Авангард» ОООн «Мясной дом «Карлинский» хута кайнă, унта 100 çын тăрăшать. Вăл паянхи кун 30 тĕрлĕ продукци кăларать, предприяти продукцине ĕçе кĕртсе вырнаçтарассинче пысăк вырăн йышăнать. Пĕр кунта 25 тонна тĕрлĕрен полуфабрикат туса кăлараççĕ кунта. «Краковская», «Докторская», «Ароматная» кăлпасси, казылык, тĕтĕмленĕ ĕне какайĕ, шашлăк…. Продукцие çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче «Магнит», «Лента», «Эдельвейс» тата ытти тĕрлĕ лавккасенче туянма пулать.
2016 çулта кунта 1800 пуç пăру тата 2000 пуç вăкăр ỹстерме самăртакан площадкăсем хута кайнă. 2017 çулта Патăрьел районĕнче «Патăрьел беконĕ» сысна комплексĕ туса хунă. 2018 çулта вара Пăва районĕнчи «Коммуна» ОООпа пĕрлешнĕ. Пĕрлĕхре — вăй. Пĕрлĕхĕн мĕнпур çитĕнĕвĕ ертỹçĕн пуçарулăхĕнчен, вăл йĕркеленĕ командăн тăрăшулăхĕнчен килет. Малашнехи ĕçре те ăнăçупа çитĕнỹсем сунар вĕсене.
Елена ПЕТРОВА