Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пушартан сыхланар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене тишкернинчен пуçланчĕ. Кил-çуртра пушар тухни — калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар вара ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать. Октябрĕн 18-мĕшĕнче ирхине 1 сехетре Кушкă ялĕнче пушар пулнă. Инкек вăхăтĕнче вĕсен пỹрчĕ, хуралтисем çунса кайнă, пушар мунчине те сиенленĕ. Чи хăрушши вара — пушарта çын çунса вилни. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Кăçал округ территорийĕнче 13 пушар (иртнĕ çул — 16) тухнине регистрациленĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тата электрооборудованипе усă курас йĕркесене пăхăнманнипе сăлтавланнă, икĕ тĕслĕхре граждансем кăмака хутнă чух йĕркесене пăхăнман. Шел пулин те, кăçал пирĕн округра пушарсен вăхăтĕнче 2 çын пурнăçран уйрăлнă (иртнĕ çул — 1 çын). Округ пуçлăхĕ кашнинех вут-çулăмпа асăрхануллă пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнма тата çывăх çынсене упрама чĕнсе каларĕ.

Канашлура налукпа вăхăтра татăлас темăна та хускатрĕç. Округра пурăнакансем пурлăх, çĕр тата транспорт налукĕсене тỹлессипе çыхăннă çырусем илме пуçланă — парăмпа декабрĕн 1-мĕшĕччен татăлмалла.

Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесе вырнаçтарнăшăн вăхăта тăсмасăр тỹлессипе çыхăннă ыйту та çивĕччисен йышĕнче пулчĕ.

Маларах шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕсен хуçисене тупса палăртас ĕç малаллах пырать. Асăннă направленипе ĕçсем мĕнле пыни çинчен округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова каласа кăтартрĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра кĕрхи призыв пуçланни пирки пĕлтернĕччĕ. Шел пулин те, округра салтак ретне тăрассинчен пăрăнакансем çав-çавах пур-ха. Кашни çамрăкăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллине асрах тытасчĕ.

Канашлура граждансен пăшăрхантаракан ыйтăвĕсене вăхăтра татса парас, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерессине тивĕçлĕ шайра йĕркелес, тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Е.ПЕТРОВА.



Елчек ен
25 октября 2024
09:36
Поделиться