Вилĕмсĕрлĕхĕ — пирĕн астăвăмра
Иртнĕ эрнере Елчĕк ялĕнчи Мир урамĕнчи 17-мĕш çурт умĕнче Асăну хăмине уçрĕç.
Çак çуртри пĕр хваттерте ачалăхне ирттернĕ, пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă Сергей Борисович Миллин майор ячĕпе вăл…
Каяççĕ вăхăтсăр çамрăксем: сенкер тỹпешĕн, кашлакан тыр-пул пуссишĕн, пепкесен чĕвĕлти сассишĕн. Вăхăт иртнĕ май чул-гранита çаврăнаççĕ вĕсем. Ĕмĕрлĕхе.
Митинга паттăрăн амăшĕ Людмила Петровна, тăванĕсем, микрорайонта пурăнакансем, кадетсемпе педагогсем, пĕрле вĕреннисем пуçтарăннă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, сăмах илнĕ май, çакна палăртрĕ:
— Кирлĕ те тĕрĕс тата пĕлтерĕшлĕ мероприяти паян. Çĕршывăн чăн-чăн паттăрне, хăйĕн пурнăçне çутă малашлăхшăн панă ентеше халалланă ăна. Сергей хĕрỹ вырăнта та хăй Елчĕкрен, Патреккелтен пулнине пытарман. Ыттисене пулăшма хуть те хăçан хатĕр пулнă. Эпир унпа мăнаçланатпăр, ăна яланах асра тытăпăр.
Асăну хăмине уçма вĕренỹ отличникĕсем, 11-мĕш класри кадетсем — Виктория Агеевăпа Богдан Карамаликов тивĕçрĕç. Шурă пусма ерипен уçăлнă май, Сергейăн ăшшăн пăхакан куçĕсем ăна пуç тайма килнисем çине «тинкерчĕç». Хаярлăх тапхăрĕ те унăн йăвашлăхне туртса илеймен. Шăплăх минучĕ хыççăн Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç…
Паттăр офицерăн кун-çулне вулакана кĕскен аса илтересех килет. Сергей Миллин 1988 çулта Патреккел ялĕнче çуралнă, Елчĕкре пурăннă. Вырăнти вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ, уйрăмах физкультура предметне юратнă. Шкул ачисен районти пĕрлештернĕ футбол командин капитанĕ республика çĕнтерỹçи пулнă, хоккей вăййине те питĕ кăмăлланă. Çапла спортри çирĕп ăнтăлупа хăйне çар ĕçне хатĕрленĕ.
Сергей, Хусанти Хĕрлĕ Ялавлă танкпа командăн аслă çар училищинчен вĕренсе тухсан, Челябинск облаçĕнчи танк бригадинче разведка взвочĕн командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Малалла — Свердловск облаçĕ: мотострелоксен ротине специалистсем хатĕрлекен вĕренỹ центрĕн командирĕ. Унта вăл контракт йĕркипе службăра тăракансене БТР-82 наводчик вăрттăнлăхне алла илме вĕрентнĕ.
С.Миллин ятарлă çар операцине малтанхи кунсенчех хутшăннă. Çар ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Верховнăй Главнокомандующийĕн Тавĕпе, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе, III степень «Çар службинче палăрнăшăн», «Çарпа патриотла ĕçри хастарлăхшăн» медальсемпе, Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă. Çавăн пекех Донецк Халăх Республикин «Хăюлăхшăн» тата II степень «Çарти паттăрлăхшăн» медалĕсене тивĕçнĕ.
2023 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сергей Миллин майор пĕр çапăçура паттăррăн пуçне хунă.
…»Иртнисĕр тата хальхисĕр — малашлăх çук», — палăртрĕ митингра Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов. Кирек мĕнле ырă тĕслĕх пуласлăха никĕсленсе юлмалла. Ентешĕн, çĕршыв хỹтĕлевçин ячĕ ĕмĕрлĕхе историе çырăнса юлчĕ. Унăн вилĕмсĕрлĕхĕ — пирĕн астăвăмра. Çакă, пирваях, Сергейпа пĕр класра вĕреннисен пархатарлăхĕнче те курăнать: Асăну хăмине хатĕрлесе вырнаçтарассинче вĕсем тăрăшнă.
Ку çеç те мар. Çав кунах паттăр ячĕпе шкул ачисен «Çамрăклăх» футбол Кубокне те йĕркеленĕ вĕсем. Командăсем, уйрăм пултаруллă вăйăçăсем валли дипломсемпе медальсем, кубоксем, парнесем хатĕрленĕ. Пĕтĕм спортсмена вĕри апат çитерме те майне, вăхăтне тупнă.
Ăмăртăва уçма округ тата шкул ертỹлĕхĕ, Сергей амăшĕ тата ыттисем хутшăннă. Вĕсем ентешĕн кун-çул таппине, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчи паха енĕсене, спортри çитĕнĕвĕсене ăшшăн аса илнĕ.
Ăмăртура вара малти вырăнсене Елчĕк, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк шкулĕсен командисем йышăннă. Уйрăм номинацисенче палăрнисене — Константин Андреев хапхаçăна, Тимур Горшков хỹтĕлевçĕне, Роман Фомкин тапăнса вылякана статуэткăсем парнеленĕ Сергей юлташĕсем.
Николай МАЛЫШКИН