Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем «Молодые лидеры ЧНК» ҫамрăксен пĕрремĕш уҫă слетне хутшăннă

Елчĕксем «Молодые лидеры ЧНК» ҫамрăксен пĕрремĕш уҫă слетне хутшăннă

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Молодые лидеры ЧНК» Республикӑри пӗрремӗш уҫӑ слечӗ иртрӗ. Слета уҫнӑ май Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев уява хутшӑнакансене пурне те ӑшшӑн саламларӗ. 
Слета тӗрлӗ муниципалитетри ҫамрӑксем пухӑнчӗҫ.
Елчӗкрен Марина Вастулова- Елчӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ, Елизавета Анисимова - округ администрацийӗн  тӗп специалисчӗ, Ольга Мудрецова- «Чебурашка» ача сачӗн воспитателӗ тата  Дмитрий Трофимов - «АСК-Яльчики» предприятин тӗп агрономӗ хутшӑннӑ. Пухӑннисем тӑван чӗлхепе, унӑн аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Малашне ӗҫлемелли тӗллевсене палӑртнӑ.



22 июля 2024
14:12
Поделиться