16 çула çитичченхисен юрамасть!
Июлĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Округ администрацийĕн пысăк залĕнче пысăк активпа çак ыйтусене сỹтсе явнă:
- Чăваш Республикин 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн тата республика бюджетне мĕнле пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем.
- Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 555 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем.
- 2024 çулхи шыва кĕмелли тапхăрта республикăри шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.
Пухăннисем умĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тухса калаçрĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа илес пулсан, республика бюджечĕн тупăш пайĕ юлашки 5 çулта икĕ хутчен ỹснĕ — 52,4 миллиард тенке çитнĕ. Вырăнти харпăрлăх тупăшлăхĕ те самаях çĕкленни паллă. Пĕрремĕш çур çулта вăл 30,3 млрд тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çул çак тапхăрта — 24,7 млрд тенкĕ. Çак кăтарту 2019 çулхинчен 2,2 хутчен ỹснине пĕлтерет.
Промышленность производствин индексĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче кăçалхи 5 уйăх кăтартăвĕсемпе 1-мĕш вырăна тухнă. Продукцие сутасси 39 процент ỹснĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах машинăсем тăвассинче тата электротехника кластерĕнче тухăçлăх пысăк — 52,9 процент.
Елчĕк округĕпе бюджетăн тупăш сумми 6 уйăхра 269 миллион тенкĕпе е 104,7 процентпа шайлашнă. Расхут пайĕ — 278,4 млн тенкĕ (101,7 процент). Экономика кăтартăвĕсем ял хуçалăхĕнче те, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре те ỹснĕ. Ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи январь-апрель уйăхĕсенче 38102 (32018,5) тенкĕ пулнă. Шалу тỹлессинче парăмсем çук…
Тăван республикăмăрăн тĕп хулин юбилейне халалласа унта пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай ирттерме палăртнă: «Чи лайăх троллейбус водителĕ» конкурс, шахматистсен «Шоколад кубокĕ», «Раççейри симĕс ылтăн» фестиваль, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинне чысласси… Паллах, юратнă хуламăрпа çыхăнтарнă курăмлă ĕçсем округри культура учрежденийĕсенче те иртĕç.
Çуллахи тапхăрта, уйрăмах шăрăх тăнăран та, шыва кĕрессипе çыхăннă хăрушлăх ỹсет. Çавна май Леонард Левый тата Алевтина Федорова округри хăш-пĕр территори пайĕнчи шыва кĕме ирĕк паракан вырăнсенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашнă. Иртнĕ уйăх çурăра çеç çĕршывра 1314 çын, çав шутра 215 ача путса вилнĕ. Чăваш Енре çав сăлтава пула 23 çынна юлашки çула ăсатнă.
Шыва кĕрессинче çак çăмăл йĕркесене çеç пăхăнмалла: ỹсĕрле юрамасть; ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче кăна кĕмелле; 16 çула çитичченхисен ашшĕ-амăшĕпе е аслисемпе пĕрле. Çавна ан манăр: кашни шыв тусĕ патне сыхлавçă çирĕплетеймĕн. Хамăр сыхă пулар.
Пĕрлехи информаци кунĕнче регионсем хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăннисене тата палăрнисене те чысларĕç.
Л.Левыйпа А.Федорова уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăннă.
(Хамăр корр.).