Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Днем последнего звонка

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Днем последнего звонка

Хисеплĕ выпускниксем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!


Сире чĕререн Юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Паянхи савăнăçлă, çав вăхăтрах кăштах тунсăхлă самант шкул пĕтерекенсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Эсир çĕнĕ шанчăкпа тата çитĕнÿсемпе аслă çул çине тухма хатĕрленетĕр. Вăл сирĕн ĕмĕт-тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме май парĕ. Пурсăра та патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытма, хăвра килĕшекен вĕренÿ учрежденисене суйласа илсе студентсен йышне кĕме ăнăçу сунатăп.

Çамрăксемшĕн мĕнпур çĕрте те çул уçă. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухатăр пулсан та эсир тăван шкулпа, юратнă вĕрентекенсемпе çыхăну тытасса шанса тăратăп. Килĕшекен профессие алла илнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнма сĕнетĕп.

Эсир – пирĕн пуласлăх. Пурнăç тăршшĕпех такăнмасăр утма ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатăп. Ăнăçу сире, выпускниксем!

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ                           Л.В.Левый



24 мая 2024
07:55
Поделиться