Фойене пырса кĕрсенех ентешсен — алă ăстисен тĕлĕнмелле паха ĕçĕсемпе, çыравçăсен пуян та тарăн содержаниллĕ кĕнекисемпе паллашма, туянма май пулчĕ. Кăмăллă та уçă калаçу, хаваслă йăл кулу уяв атрибучĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.
Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин чиркỹ настоятелĕ Силуан атте уява ăнăçлă ирттерме пил панă хыççăн округăн пĕрлештернĕ хорĕ Чăваш Республикин тата Елчĕк енĕн гимнĕсене шăрантарчĕ.
Уява ертсе пыракансем — Анастасия Сидоровăпа Юрий Петухов мероприяти пуçланнине пĕлтернĕ май сцена çине официаллă çынсене йыхравлаççĕ: Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Владимир Викторов, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов, тĕп хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев, Елчĕк ен ентешлĕх канашĕн ертỹçи Юрий Карпов. Вĕсем хулапа ял çыхăнăвĕ çирĕпленсе, округ халăхĕн ĕçри хастарлăхĕпе ентешлĕхĕн авторитечĕ ỹссе пынине, çавăнпах пĕрлехи çитĕнỹсемшĕн савăннине уççăн палăртрĕç.
Калас пулать, ентешлĕх пĕрлешĕвне йĕркелессинче Олег Викторов пысăк тỹпе хывнă, вăлах ăна 21 çул ăнăçлă ертсе пынă. Паян иртнĕ тапхăрти ырă ĕçсене малалла тăсаканĕ, çĕнĕ проектсене анлă çул параканĕ Юрий Карпов. Вăл тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан ентешсенчен туслă та вăйлă команда йĕркеленĕ. Ушкăнпа ĕç ăнни куç кĕрет. Хуласенче тĕпленнисем, астăватăрах пулĕ, кашни ял территорийĕнче ентешлĕх уявĕсене ирттерчĕç, вĕсенче, юрă-ташăпа савăнтарнисĕр пуçне, производствăра малта пыракансемпе общество ĕçĕнчи пултаруллă çынсене тĕрлĕ ведомствăсен Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Юрий Михайлович çулсерен хăй ячĕпе кире пуканçăсен турнирне ирттернине те палăртма кăмăллă. Ку спорт тĕсĕнче шанăç паракансене вара вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕме пулăшнине те пытарма кирлĕ мар.
Статьяра маларах асăннă ертỹçĕсем тĕрлĕ сферăра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене сумлă наградăсемпе чысларĕç. Шупашкарти 78-мĕш номерлĕ «Колосок» ача сачĕн воспитателĕ Алина Савельева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне, акционерсен «Прогресс» хупă обществин ревкомисси председателĕ Татьяна Добронравова, Кушкăри вăтам шкул вĕрентекенĕ Татьяна Рыбкина, Сергей Краснов уйрăм пайтаçă ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн Тав хутне тивĕçнисен йышĕнче çаксем: Андрей Воробьев — ЧР адвокатсен коллегийĕн членĕ, Денис Галошевпа Андрей Светлов — уйрăм предпринимательсем, Дмитрий Судаков — «Чăвашэнерго» уçă акционерлă обществăн участок мастерĕ.
Вĕренỹ, культура, социаллă хỹтлĕх, спорт министерствисен, Чăваш наци конгресĕн, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн тата ытти аслă органсен Хисеп грамотисемпе чысланнисем те чылаййăн тухрĕç сцена çине.
Уяв юрă-ташăсăр мар, паллах. Вĕсем тĕрлĕ тема майĕпе содержани тĕлĕшĕнчен те улшăнса пычĕç. Акă, тăван кил, çемье çинчен уйрăм ярăм пуçланчĕ те, Валерий Димитриев хăйĕн «Тăван ял» юррипе тухрĕ халăх умне. Ун хыççăн Патреккел халăх хорĕ «Пăла хĕрне анар-и?» хайлава янратрĕ.
Кашни çыншăн çемье, кил ăшши вăл — атте-анне. Вĕсен сăнарĕ пирĕн чĕрере чи сăваплă вырăн йышăнать. Çывăх çыннăмăрсен тĕрекне эпир вĕсем пур чухне кашни кун туятпăр. Çав тĕреке вара хамăрăн ывăл-хĕрсене халаллатпăр. Çапла ăруран ăрăва куçать те атте-анне ăшши, вĕсен чун пехилĕ.
Округ хастар та пултаруллă çемьесемпе пуян. Сцена çинче — республикăри «Чăваш Ен чĕрере» тата «Туслă çемьере» фестивальсен çĕнтерỹçисем — Вăрăмхăвари Казначеевсем. Аслă ăрурисем — Надежда Петровна 89 çулта, Альбина Петровна 79-та. Вĕсен хĕрĕ тата кинĕ, Лариса Ивановна, ялти клубпа библиотека заведующийĕнче, унăн мăшăрĕ, Виталий Васильевич, Елчĕкри газ участокĕнче вăй хураççĕ. Вĕсен Надежда хĕрĕ — банк ĕçченĕ, Дмитрий Витальевич, мăшăрĕ, Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ. Çулталăкри Давид ывăлĕ те сцена çинче çухалса каймарĕ — йĕркеллĕ тытрĕ хăйне. Иккĕмĕш хĕрĕ, Елизавета, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студентки. Çав вăхăтрах драма театрĕн артистки те. Вăл хăй те тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ. Туслă çемье «Эпир çуралнă вырăнсем» литература композицийĕпе паллаштарчĕ. Леонард Левыйпа Юрий Карпов вĕсене хаклă парнесемпе чысланисĕр пуçне хĕрарăмсен хулпуççийĕсем çине хитре тутăрсем уртса ячĕç. Хула сцени çине пуçласа тухнă кинемейсен куçĕсем те шывланчĕç çав самантра.
…
Николай ФЕДОРОВ