Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Çирĕк çулçи çиле май» — курав

«Çирĕк çулçи çиле май» — курав

Елчĕкри тĕп вулавăшра çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхалӗнче çуралса ӳснĕ Валерий Алексеевич Краснов художникăн куравĕ уҫӑлчĕ.

Курава хаклама «Шурă туя» клуб, Елчĕк муниципаллă округĕнчи пенсионерсен союзĕн, инвалидсен обществин пайташĕсем, шкул ачисем  тата ӳнерçĕн тăванĕсем хутшăнчĕç.

Краснов Валерий Алексеевич 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Мӗн ачаран вӑл ӳкерме, пӗр-пӗр япала ӑсталама юратнӑ. Унӑн ашшӗ ҫутҫанталӑк илемне ҫивӗч туякан ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ӳкерес ӑсталӑха чӑн малтанах ашшӗнчен вӗреннӗ. Вăтам шкул хыççăн Йошкар-Олари художество училищинче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факултетĕнче вĕреннĕ.

Аслă пĕлӳллĕ ӳнерçӗ малтан художник-оформитель пулса тăрăшать. Чăваш патшалăх драма театрĕнче ĕçлекен Н. Максимовпа, сăрă маçтăрĕпе çывăх туслашать. Аслă юлташĕ художник-оформительте ĕçлеме сĕннине пăхмасăр, Валерий хăйĕн малашлăхне ӳнер профессине халаллать. Яла таврăнса картинăсем ӳкерес ĕçе пуçĕпех парăнать вăл.           

Ҫамрӑк живописецӑн пӗрремӗш ӗҫӗ П. Сизов ӳкернӗ «Нарспи» поэмӑн иллюстрацийӗн копийӗ пулнӑ.

Валерий Краснов пир çине çуллă сăрăсемпе ӳкерекен художник. Тĕрлĕ жанрпа ӳкерет вăл: пейзаж, портрет, натюрморт, истори теми. Нумай фигурăран тăракан пысăк полотносенчен пуçласа пĕчĕкки таранах.  Чылайӑшĕ хăй çуралса уснĕ ялпа, тăрăхпа, унăн çыннисемпе çыхăннă. Художник кашни ĕçĕпе хăйĕн шухăшне пĕлтересшĕн. «Çăлкуç» картинӑран ялти çăлкуçăн иксĕлми вăй-хăватне туйса илме пулать. «Кăмака хутакан» картина та хăйне евĕр кăсăк. Хальхи вăхăтра кочегар ĕçне пĕлекен сайра пулĕ. Çапах та ĕç тумĕ тăхăннă рабочи, унăн атти, пысăк кĕреçи, кăмака алăкĕнчен курăнакан хĕрлĕ çулăм куракана тыткăнлаҫҫех.

Вăл ӳкернисĕр пуçне юрă тĕнчипе те кăсăкланать. Тĕрлĕ жанăрпа юрăсем хайлать. Чăваш халăх юррисене пуçтарса ялти авалхи вăййа йĕркелесе пырать. 

Валерий Краснов регионти тата тĕнче шайĕнчи куравсене хутшăннă. Унăн «Пӗр тымартан»  ĕçĕсен выставкине Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, халăх творчествин çуртĕнче, Атăл тăрăхĕнчи ытти хуласенче йĕркеленĕ.

«Пӗр тымартан» юбилей курав экспозицине нумай фигурӑллӑ историллӗ-тематикӑллӑ документлӑ халӑх темипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем кӗреҫҫӗ. Художниксем сайра усӑ куракан чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе сюжетсен темисем унӑн хӑй курни-илтнинчен, асаилӗвӗсенчен, тӑван халахӑн иртсе пыракан хаклӑхӗсенчен тухаҫҫӗ. Ӳнерҫӗн тӗп темисем – чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, тӑван ҫӗр, унӑн тӗрлӗ енлӗ илемӗ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл тӑван ҫӗре мухтать, сума сӑвать, унӑн хӑйне евӗрлӗхне палӑртать, ытти ӳнерҫӗсем тӗкӗнмен чӑваш культурин хускатман сийне ҫӳле ҫӗклет. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл хӑйне валли Ирӗк Килтӗш хушма ят суйласа илнӗ.Ирӗк Килтӗш - 400 ҫул каялла Ҫирӗклӗ Шӑхаль (Кильдюшево) ялне пуҫарса янӑ ҫыннӑн ячӗ.

Ялта пурăнакан Валерий килĕнче вуншар картина упранать, кашниех хăйĕн хуçине кĕтет. Анчах та ӳнерçĕ вĕсенчен уйрăлма васкамасть, хăшне-пĕрне çĕнĕ сăн кĕртет, композицине улăштарать. Пушăрах вăхăтра потретсем ӳкерет.

Ӳнерçĕ курава тăратнă ĕçĕсемпе тĕп вулавăшра паллашма сĕнетпĕр.

ФОТО



21 мая 2024
15:08
Поделиться