Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аслă Çĕнтер чапĕ иксĕлмĕ нихăçан

Çĕнтерỹçĕм! Пит инçеччĕ эс пиртен,
Кĕл кăварĕ пек сỹнеттĕнччĕ хуллен.
Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса…

Уявсен уявне — Аслă Çĕнтерỹ кунне округра майăн 8-мĕшĕнчех паллă тума пуçланă. Вăл кун кашни ялти палăк умĕнче митингсем иртнĕ, юрă-кĕвĕ янăранă, пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса чĕрĕ чечексем хунă. Мероприятисене ял халăхĕпе пĕрле округ администрацийĕн тата территори пайĕсен яваплă ĕçченĕсем хутшăннă.

Елчĕкри культура керменĕнче каçхине çамрăксен «Астăвăм çурти» акцийĕ иртрĕ. Нумай-нумай çул ăна яланах тĕп лапамра йĕркеленĕ пулсан, хальхинче, сивĕ çанталăка кура, улшăну кĕртес тенĕ пулĕ.

Йĕркелỹçĕсем йăнăшман: театрализациленĕ кашни курăмпа экран çинчи кадрсем питĕ килĕшỹллĕ килсе тухрĕç. Вун-вун шкул ачин пултарулăхĕ туллин палăрчĕ унта. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăр ентешсен сăнĕсем умлăн-хыçлăн куракан умне тухса пынă май, «Если б не было войны» (солистки Ольга Архипова) юрă юхăмĕпе ачасем салтак пиншакĕсене çỹлелле çĕклесе хăйсен çумне чăмăртаççĕ. Эппин, пирĕнпех вĕсем, паттăрсем, яланах чĕресенче упранĕç. Тулли зал шăплăха путрĕ çак самантра.

Сехет ытла пынă астăвăм тапхăрĕ юрă-ташăсем, сăвăсем, миниатюрăсем урлă кашни çыннăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçрĕ-тĕр. Елчĕкри вăтам тата искусство шкулĕсен коллективĕсем мероприятин пĕтĕм самантне чуна витермелле хатĕрленĕ. Çавна май пысăк мăнаçлану çуратрĕ акци…

Майăн 9-мĕшĕ. Тĕп лапам 7 сехетченех çар юрри-кĕввисен ытамне путрĕ. Площадь варринче Георгий хăйăвĕпе капăрлатнă пысăк хĕрлĕ çăлтăр вырнаçтарнă. Унăн пуçаруçи — округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова, ăсталаканĕ — Андрей Мисяков. Ветерансен портречĕсемлĕ, ялавсемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемлĕ халăх хаваслă кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕ унта. Ятарласа çĕлетнĕ камуфляжлă тумтир тăхăннисем те чылаййăн.

Акă, фанфара çеммипе кĕтнĕ уяв пуçланчĕ. Елчĕк шкулĕнчи вĕренекенсем «Тăрнасем», вĕсен хыççăнах Çĕнĕ Пăвари тантăшĕсем «Салтаксен амăшĕсем» музыкăпа ташă композицийĕсем кăтартрĕç. Аслă Аттелĕх, Афганистан, Чечен вăрçисене пула мĕн чухлĕ амăшĕ юратнă ывăлĕсемсĕр тăрса юлчĕç пулĕ. Паян вĕсем Украинăра Раççей тăнăçлăхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен тĕпренчĕкĕсене куллен кĕтеççĕ. Шел, çухатусăр та мар. Пĕрлештернĕ хор Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Николай Алексеевич Петрова халалласа çырнă «Пуç таятпăр пурте» юрра шăрантарчĕ.

Аслă Çĕнтерỹ — куççульлĕ уяв. Çутă, сăваплă уяв. Вăрçă кашни çемьене йывăрлăхпа тĕрĕсленĕ, анчах та пĕрлĕх — çар çыннисен паттăрлăхĕпе тылри ĕçченсен хастарлăхĕ ирсĕр тăшмана çĕнтерме пулăшнă. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă май, паян та пĕрлĕх вăй парса тăрать те ĕнтĕ çĕршыв хỹтĕлевçисене. Мероприяти вăхăтĕнчех, акă, пирĕн салтаксем патне округри халăх пĕр пулса пухнă гуманитари пулăшăвĕпе хастар çамрăксем çула тухрĕç. Вĕсене Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте пиллерĕ.

Уява пуçтарăннă халăха Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов, Елчĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ Мария Адюкова саламларĕç.

— Аслă Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен, — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Леонард Васильевич. — Çĕршыври пĕтĕм халăх — ватти-вĕтти кар тăнăран тăшмана çĕнтерме пултарнă. Паян эпир вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, терт-нуша тỹснĕ мĕн пур паттăр умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Нацизм паян каллех пуçне çĕклет. Раççей салтакĕ ăна тĕп тăвассишĕн тепĕр хутчен алла хĕç-пăшал тытрĕ. Аттемĕрсен, асаттемĕрсен тата мăн асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса халăха тăшманран пирĕн округ çамрăкĕсем те хăюллăн хỹтĕлеççĕ. Пурте пĕрле пулса çĕнтерĕве çывхартар.

Вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн ĕç коллективĕсен представителĕсем, уйрăм çынсем палăксем умне чечексем хучĕç. Кунта Василий Давыдов-Анатри поэтăн сăвă йĕркисем питĕ вырăнлă пулма кирлĕ:

Çук, çĕнтерỹçĕ-паттăр вилмен,
Вăл мрамортан каллех çĕкленчĕ.
Ун умĕнчен эсĕ хăçан иртен —
Пуç тайма, чечек хума ан манччĕ…

Уявăн черетлĕ пайĕ — çамрăк армеецсен парачĕ. Пирваях тыл ветеранĕсемпе вăрçă ачисен умне Левонтий Смирнов (Аслă Елчĕк шкулĕнчи «Березка» ача сачĕ) тытса пыракан квадроцикл çитсе чарăнчĕ. Унпа юнашар вырнаçнă Глеб Орлов (Елчĕкри «Шевле» ача сачĕ) транспорт çинчен анчĕ те пулас çĕршыв хỹтĕлевçисем парада хатĕррине рапортларĕ. Отрядсене парада тухма команда параканĕ — çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Александр Обручков (Аслă Елчĕк) лейтенант.

Парада вара уява пуçласа хутшăнакан Тĕп çар ушкăнĕн ветеранĕсем уçрĕç. Ушкăна Чăваш Енри ассоциацин ертỹçи Юрий Иванович Петров ертсе пынипе стройпа Вăрнар, Йĕпреç, Вăрмар, Патăрьел, Елчĕк округĕсенчен тата Ульяновск облаçĕнчен килнĕ представительсем утса иртрĕç. Çакна палăртар: йыша хăй вăхăтĕнче Чехословаки территорийĕнче службăра тăнă, халĕ округ администрацийĕнче водительте ĕçлекен Андрей Смирнов пуçтарнă.

Шкул ачисем, вĕсен йышĕнче ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем, регионти предмет олимпиадисен, спорт ăмăртăвĕсен, ăслăлăх конкурсĕсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем, волонтерсем — пурте, пĕр организм тейĕн, мăнаçлăн иртрĕç стройпа.

Тĕп площаде çар техники пырса кĕрет. Малта — аэростат. Унпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хуласене, промышленность районĕсене, тинĕс-çар базисене тата ытти объекта тăшман бомбардировщикĕсенчен хỹтĕлес тĕллевпе усă курнă.

Квадроцикла эпир тăтăшах курма хăнăхнă. Вăл çар техники те пулса тăчĕ: унпа ятарлă çар операцийĕнче тĕрлĕ чăрмавсем урлă ирĕклĕн çỹреме пултараççĕ.

300 çул каялла I Петĕр патша чертежĕсем тăрăх ăсталанă парусник макечĕ те пулчĕ парадра. Сăмах май, асăннă патша вăхăтĕнче 1100 карап туса кăларнă.

Вырăс флочĕ — чи хăватли. Икçĕр çул ытла пĕрре те çухату тỹсмен вăл. Чи пысăк «Акула» шыв ай кимĕ макечĕ те çынсенче кăсăклану çуратрĕ пулĕ. Ăна пуçласа 1981 çулта Северодвинскра шыва антарнă. Пĕтĕмпе çанашкал ултă кимĕ.

Парадра — 7,2 тонна таякан реактивлă Катюша установки. 16 снаряд вырнаçать унта, расчетра — 6 çын. Катюшăран пĕрремĕш залп Белоруссири Орша хулинче 1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче кăларса янă. Асăннă техника фашистсен сехрине хăпартнă. Калас пулать, çав çулхинех «Катюша» юрă çуралнă.

Десантăн çар машини (БМД-1) пирĕн çарсенче 1969 çултанпа. Парадра ун çинче воин-интернационалистсем тата десантниксем ларса иртрĕç.

Броньăланă çар автомобилĕ (БТР-70). Икĕ пулеметран тăрать. Урапаллă транспорт — мотострелок подразделенийĕсен шанчăклă техники.

Çар ĕçĕнче автомашинăсемсĕр май килместех. Парадра вĕсен тĕрлĕ тĕслĕхĕсене кăтартрĕç: УАЗ-469, УАЗ-3303, ГАЗ-63, ГАЗ-53, Урал-4320. Çавăн пекех ДТ-54 гусеницăллă трактор та пулчĕ.

Мирлĕ тапхăрта талăкĕпе хỹтлĕх, çăлав ĕçĕсене пурнăçлакан васкавлă службăсен автомашинисем те иртрĕç парадра. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн, полици пайĕн, тĕп больницăн, газ участокĕн, подстанцин, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр коллективĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе округри халăх та кăмăллă пулнине палăртса хăварар.

Аслă уявра Патреккел халăх хорĕ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил», Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем», Кĕçĕн Таяпари «Илем», Аслă Пăла Тимешри «Пăла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тăрăм), Светлана Сорокина (Çĕнĕ Пăва), Тамара Смирнова (Курнавăш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчĕк) юрă-сăвă ăстисем сивĕ çанталăкра куракана ăшă кăмăл-туйăм парнелерĕç.

Паллă кун Çĕнтерỹ Кубокне çĕнсе илессишĕн футбол турнирĕн финалĕ иртнĕ. Ăна Лаш Таяпа территори пайĕн туслă команди çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерĕве халалланă тата Николай Викторович Петрова асăнса йĕркеленĕ кросс чи вăйлисене палăртнă…

Çулсем иртĕç, ĕмĕрсем ылмашĕç — пур пĕрех куççуль пек çутă, çăл куç евĕр таса, çуркунне пек хаваслă уяв кашнин асĕнче юлĕ.

Николай ФЕДОРОВ



17 мая 2024
11:39

Елчек ен

Поделиться