Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ака ĕçĕсем кая юлнă

Çуркунне кăçал ир килчĕ пулин те ака ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç. Çакă тỹррĕнех çанталăк условийĕпе çыхăннă. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулчĕ, çумăрĕ те тăтăш çусах тăчĕ. Анчах çанталăк сивĕтсе пăрахнăран анасене час типме памарĕ. Хăш-пĕр лаптăксене халĕ те техникăпа пырса кĕме çук — путать.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслеме иртнĕ çул çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухнă пулсан, кăçал çакна калаймăн. Мĕншĕн тесен хальлĕхе (çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 71 процентне анчах (пурĕ 12297 гектар) акса хăварайнă.

Ир акнă вăрлăх та савăнтармасть. Çанталăк çĕрле анчах мар, кăнтăрла та çу уйăхĕнчи пек мар сивĕ тăни калчасене тикĕс шăтса тухма памасть. Ăшă çителĕклĕ пулнă пулсан калчасем 10 кунра шăтса тухмаллаччĕ, çак вăхăтра шыв пек пĕр тикĕс ешерме тытăнмаллаччĕ. Юлашки çулсенче республикипе, округĕпе илсен те тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ пулсан, ку лару-тăрура çапла пуласса шанма хĕн. Ăшă çитменнипе ỹсен-тăран ỹсĕмĕпе аталанăвĕ вăраха тăсăлать.

Кĕрхи культурăсем те (вĕсен лаптăкĕ пĕтĕмпе илсен — 5321 гектар) кĕркуннехи типĕ çанталăкра кирлĕ пек вăй илсе юлайман, хĕллехи вăхăтра та тăпра шăнманни вĕсен вăй-хăватне тата чакарнă. Хальхи вăхăтра сивĕ тăни те кĕр тыррисене кирлĕ пек аталанма памасть.

Россельхозцентр специалисчĕсем кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ хыççăн чылай лаптăка вырăн-вырăнпа çĕнĕрен акмаллине те палăртнă. Икĕ хут ĕç тума тивнине кура ĕç калăпăшĕ, тăкаксем тата ỹсни каламасăрах паллă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем «Мĕн акатăн — çавă шăтать», — тенине асра тытса акма кирлĕ çĕнĕ вăрлăхсемпе туллин саппасланнă, минераллă удобренисемпе кирлĕ таран усă кураççĕ, акана хутшăнакан техника тĕлĕшпе те чăрмав çук. Паянхи тĕп тĕллев — вăхăтпа туллин усă курса ака ĕçĕсене шутлă кунсенче вĕçлесси.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.



17 мая 2024
11:43

Елчек ен

Поделиться