Паттăр ячĕпе
Çĕршыв чĕнсессĕн эсĕ çирĕп тăтăн —
Васкарăн аллуна пăшал тытма!
Çар тивĕçне пит чыслăн пурнăçларăн.
Шел, тиврĕ çамрăкла сан пуç хума…
Хăй ывăлне Раççейĕм манса каймĕ,
Сана вăл упрĕ паттăр ретĕнче,
Ятна тăван çĕрỹ асран кăлармĕ —
Эс юлăн ĕмĕр халăх асĕнче…
Елчĕк округĕн паттăр ывăлне — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршывăн чысĕпе унăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе ĕмĕрлĕхех куçне хупнă Петр Владимирович Чернова халалласа Шăмалак ялĕнче асăну стели уçнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие паттăрăн тăванĕсемпе тата тус-юлташĕсемпе, ял-йышпа пĕрле Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Лаш Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, «Яманчурино» ООО директорĕ Владимир Рахмуллин, паттăр вĕреннĕ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăннă.
— Петр Черновăн ырă ячĕ çĕршыв, округ историйĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлĕ. Унăн паттăрла ĕçĕсемпе ырă тĕслĕхĕ çитĕнекен ăрушăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулĕç, — палăртнă Владимир Николаев хăйĕн сăмахĕсенче.
Петр Чернов пирки мероприятие хутшăннисем нумай ырă сăмах каланă. Вăл хаваслă та уçă çын пулнипе, тусĕсемшĕн шанчăклă юлташ пулнипе палăрса тăнă.
П.В.Чернов 1996 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче Шăмалак ялĕнче çуралнă. Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 9 класс пĕтерсен 2011 çулта Шупашкарти 19-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ — сварщик дипломне алла илнĕ. Шкул çулĕсенче технологи предметне уйрăмах килĕштернĕ, тĕрлĕ стройкăсенче хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа, тулли яваплăхпа пурнăçланă. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă ача тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, пĕрле вĕренекенсем ăна кăмăл çирĕплĕхĕшĕн, ĕçченлĕхпе хастарлăхшăн, шанчăклă юлташ пулнăшăн хисепленĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн, мăшăрĕпе Есения хĕрĕшĕн вăл яланах тĕрев те пысăк шанчăк пулнă.
П.Чернов Украинăри ятарлă çар операцине 2022 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинчен мобилизациленнĕ. Шел, 2023 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнче Луганск облаçĕнчи Рубежное ялĕнче пынă çапăçура салтак пуç хунă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Çар комиссарĕ С.Ю.Данилов хăйĕн сăмахĕнче П.Черновăн ашшĕпе амăшне — Владимир Петровичпа Ирина Васильевнăна уйрăммăн тав тунă: «Паттăр ывăл пăхса ỹстернĕшĕн сире чун-чĕререн тав тăватăп. Паттăра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтав! Эпир ăна яланах асра тытăпăр».