Кашни килте тенĕ пекех çемье архивĕнче кивĕ хутсемпе документсем, сăнỹкерчĕксем упранаççĕ. Вĕсем утса тухнă пурнăç çулне, событисене аса илтереççĕ. Патреккелти Демьян Никифорович Клементьевăн пурăннă çулсенче хăйне евĕрлĕ пĕчĕк архив упраннă. Уяв кунĕсенче унти документсене час-час алла илнĕ вăл. Уйрăмах Демьян красноармеец кĕнекине куç пек упранă. 1935 çулта кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан панă ăна. Ун çине граждан вăрçин геройĕ, Инçет Хĕвел тухăç çар округĕн командующийĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ В.К.Блюхер алă пуснă. Чăваш каччине вăрçă умĕнхи çулсенче унпа хăйĕнпе курса калаçма та тивнĕ. Ĕçĕ вара çапларах килсе тухнă. Елчĕк арĕ вăл вăхăтра разведка ротинче взвод командирĕн помощникĕн ĕçĕсене пурнăçланă. Хĕвел анăçĕнче гитлерла Германи хĕрсех вăрçа хатĕрленнĕ тапхăр пулнă вăл. Хĕвел тухăçĕнче милитаристла Япони Маньчжурие ярса илнĕ. Совет Союзĕн чиккинче пысăк çар тытнă. Çакăн пек чухне кирек мĕнле лару-тăру сиксе тухасса кĕтме пултарнă, çар çыннисен вара тимлĕхе пĕр самант та çухатмалла пулман. Çакна округ командующийĕ Блюхер лайăх ăнланнă. Пĕррехинче Демьян Никифоровича дивизи штабне чĕнтернĕ — тепĕр автоматчикпа округ командующийĕ патне вăрттăн пакет илсе çитерме хушнă. Салтаксем Хабаровск хулине бронепоездпа çитнĕ. Тỹрех Блюхер кабинетне кĕртсе янă вĕсене. Пакета илнĕ хыççăн командующи ротăра вĕренỹ мĕнле пынипе интересленнĕ, çар ĕçне çине тăрса хăнăхмалли çинчен аса илтернĕ. Çапла майпа Патреккел каччи округ командующийĕпе тĕл пулнă.
— Инçет Хĕвел тухăçĕнче службăра чăваш çамрăкĕсем сахал пулман. Аслă Пăла Тимешрен Г. Константинов, Тỹскелтен Г.Судаков пурччĕ. Дивизири артиллери полкĕнчи А.Семеновпа (Елчĕк) час-часах курнăçаттăмăр, — аса илнĕ каярах ветеран.
Çамрăк вăхăт. 30-мĕш çулсенче районта пурнăç вĕресе тăнă. Колхозсем тунипе анчах мар, ОСОАВИАХИМ юхăмĕ анлă сарăлнипе те палăрнă çак çулсем. Пур ялсенче çар ĕçне вĕрентнĕ. Уйрăмах ку енĕпе Патреккел палăрса тăнă. Ялта пĕчĕк калибрлă винтовкăран, пистолетран пеме, стройпа утма хăнăхнă. Çамрăксене чи илĕртекенни вара планер пулнă. Ĕмĕрĕпе тĕттĕмлĕхре пурăннă хресченсене вăл тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Планерпа вĕçнине курма таврари ялсенчен те йышлă çỹренĕ. Каярахпа ăна районти ĕçпе юрă уявĕсенче вĕçтерсе кăтартнă. Çамрăксене планерпа вĕçме Шупашкарти аэроклуб ярса панă Енцова хĕрарăм-инструктор хăнăхтарни ялти хĕрсене те ОСОАВИАХИМ организацине явăçтарма май панă.
1934 çулта Мускавра ОСОАВИАХИМ слечĕ пулса иртнĕ. Чăваш Республикинчен унта 7 çын хутшăннă. Вĕсем хушшинче Патреккелти пуçламăш организаци председателĕ М.Воронцов тата унăн çумĕ Д.Клементьев пулнă.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.