Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ашшĕпе ывăлĕ те фашиста хирĕç çапăçнă

Вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăмăрта текех çук ĕнтĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ пирки аса илĕвĕсем каласа параççĕ. Елчĕк ялĕнче пурăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ — иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ пулнă Владимир Васильевич Емельянов вăрçă çулĕсене çапларах аса илнĕ:

«Мана 1942 çулхи августăн 13-мĕшĕнче çара илчĕç. Эпĕ ун чухне Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнче виççĕмĕш курсра вĕренеттĕм. Малтан Лаш Таяпа шкулĕнче (эпĕ вăл ялта çуралса ỹснĕ) çичĕ класс, унтан Елчĕк шкулĕнче саккăрмĕш класс вĕренсе пĕтернĕччĕ. Пăва хулинчен пире Теччĕ хулине, унтан пăрахут çине лартса Атăл тăрăх Ярославль хулине илсе кайрĕç. Унта çитсенех мана Новгород-Волынски пехота училищине вĕренме илчĕç. Училищĕре пире офицерсем пулма хатĕрлетчĕç, çавăнпа та пушă вăхăт пĕрре те пулман. Çак училищĕне пĕтерме май килмерĕ: виçĕ уйăха яхăн вĕреннĕ хыççăн, 1942 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче, училищĕри мĕнпур курсанта фронта ăсатрĕç.

Пире малтан пуйăспа Мускав еннелле илсе кайрĕç, анчах та çул çинче пирĕн эшелон çине бомбăсем пăрахсан, Мускавран кăнтăр еннелле ăсатрĕç. Мичуринск хулине çитсен пуйăсран антарчĕç те, пĕр совхоза вырнаçтарчĕç. Çакăнта çар чаçĕсене йĕркелерĕç. Эпĕ рядовой салтак пулса 1-мĕш Гварди Çарĕн 41-мĕш гварди дивизийĕн 53-мĕш стрелковăй полкне лекрĕм. Икĕ кунтан пирĕн полк Дон патне тухса кайрĕ. Ку вăхăтра фронтра хаяр çапăçусем пыратчĕç. 1942 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче пирĕн çар Сталинград патĕнче контрнаступлени пуçласа ячĕ, нимĕçсен 330 пинлĕ çарĕ ункăна тăрса юлчĕ. Эпир тăракан çар чаçĕ тăшмана Хĕвел анăçнелле хăвалама тытăнчĕ. 1942 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче çĕрле Дон юхан шывĕ урлă каçма тытăнтăмăр, анчах та ăнăçу пулмарĕ. Тепĕр икĕ кунтан, фашистсем вĕçĕмсĕр персе тăнине пăхмасăрах, Андреевка ялĕ патĕнче чарăнтăмăр. Çапăçусем йывăр пулчĕç. 1943 çулхи пĕр çапăçура мана çăмăл амантрĕç. Госпитальте пĕр уйăх ытла сипленнĕ хыççăн каллех хамăр полка ячĕç. 1943 çулхи хĕллехи наступлени вăхăтĕнче тата тепĕр хут çăмăл амантăм, пĕр вăхăт хушши илтми пултăм.

1943 çулхи апрель уйăхĕнче Çурçĕр Донец юхан шывĕ урлă каçрăмăр. Харьков еннелле наступлени туса пынă вăхăтра пĕр çапăçура мана йывăр амантрĕç. Тăшман пули сылтăм хулпуççинчен кĕрсе ỹпке витĕр тухса çурăм шăмми çумĕнчен тухса кайнă. Эпĕ тăнсăр пулса выртса юлнă. Мана, вилнĕ пулĕ тесе, никам та нимĕнле пулăшу та паман. Тăна кĕрсен, çумра нимĕнле чĕрĕ чун та çуккине пĕлсен, пĕтĕм вăя пухса сулахай алăпа автомата тытрăм та çỹлелле петĕм. Ун хыççăн мана пулăшу пама тытăнчĕç, медсанбата илсе кайрĕç, хирти госпитале вырнаçтарчĕç. Тивĕçлĕ пулăшу панă хыççăн самолетпа Тамбов хулине, унтан пуйăспа Камышино хулине ăсатрĕç. Çул çинче тăшман, бомбăсем пăрахса, пирĕн эшелона икĕ пая уйăрчĕ, пĕр вакун аманнă салтаксемпе пĕрле пĕтĕмпех çунса кайрĕ. Камышинăран малалла пире, аманнă çынсене, пăрахутпа Атăл тăрăх çỹлелле илсе каймалла пулнă, анчах та пирĕн пăрахута тăшман путарнă. Тепĕр пăрахутпа пире Хусан патĕнчи Васильевка поселокне илсе килчĕç, госпитале вырнаçтарчĕç. Ку госпитальте 1943 çулхи августăн 24-мĕшĕччен сиплерĕç, çарта тăма юрăхсăр тесе киле ăсатрĕç.

Надежда КУЗЬМИНА хатĕрленĕ



08 мая 2024
08:43

Елчек ен

Поделиться