Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах пурăнакан Римма Аркадьевна Васильева пирки пырать ман сăмахăм. Вăрçă пуçланиччен, 1939 çулта çуралса, ачалăхне хаяр вăрçă çулĕсенче ирттерме тỹр килнĕ Римма аппана. Çав çулсенчи йывăр, асаплă пурнăç ĕмĕрлĕхех асра юлнă унăн.
Ялти шкула лайăх вĕренсе пĕтерет хĕр. Малаллахи пĕлĕве ỹстерес тесен Аслă Таяпа шкулне каймалла пулнă. Çемьери йывăр условисене пула, анне чирлĕ пирки малалла вĕренме каяйман. Мал ĕмĕтлĕ çамрăклăхĕ тăван ялтах малалла тăсăлать. Хăйĕнчен кĕçĕнрех йăмăкĕсем çинчен, вĕсене мĕнле те пулсан ура çине тăратас шухăш канăç паман ăна. Ватă аттепе аннене те пăрахса хăварас килмен. Çамрăклах вăл ферма ĕçченĕ пулса тăрать. Ĕне сăвас ĕçе шанса параççĕ ăна. Чылай çул хушши унта тăрăшса ĕçлет, сумлă ятсем илме тивĕçлĕ пулать.
Çулсем иртсен ялти хастар каччăпа Геннадий Ксенофонтович Васильевпа çемье çавăраççĕ. Сăмах май, Геннадий юрă-ташша ăста пулнă. Концертсенче, хорта юрлама хутшăннă. Спектакльсенче ăна тĕп рольсене выляма шанса панă. Нумай çул ялти колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Асфальт хĕррипе вăл ларттарнă йывăçсем халь вăрман пек кашласа лараççĕ.
Вăхăт иртнĕ. Çемьере 10 ача кун çути курнă: 5 ывăлпа 5 хĕр. Çакăн пек пысăк çемье пурнăçра савăнăç кỹрет. Çапах та вĕсене пăхса çитĕнтерме мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ пулнă-ши? Çĕр çывăрмасăр ачисем валли чăлха-нуски, алса çыхнă, кĕпе-тумтир çĕленĕ. Шăнса чирлесрен, киревсĕр йăла-йĕркесемпе çыхланасран сыхланă ашшĕ-амăшĕ, тивĕçлĕ воспитани пама ăнтăлнă. Çак тапхăртах вĕсем йывăç пỹрт вырăнне кирпĕчрен пысăк çурт лартаççĕ. Çак ĕçре вĕсене ял-йыш, тăванĕсем тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Шел, ачасен ашшĕн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. 60 çула çитичченех Геннадий Ксенофонтович йывăр чирпе асапланса çĕре кĕчĕ. Епле пысăк çухату, тỹсме çук йывăр хуйхă пулчĕ ку çемьешĕн, мăшăрĕшĕн. Вилнĕ çын хыççăн вилме çук, юлнисен малаллах пурăнма ĕмĕтленмелле. Йĕркеллĕ, ыр кăмăллă çынсем пулма, амăшне мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма пехиллесе хăварнă ашшĕ ачисене.
Римма аппа хăй те ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм. «Тăрăшса вĕренсен, ĕçе юратса тусан, кирек мĕнле ĕмĕте те пурнăçлама пулать. Вĕренĕр, ан ỹркенĕр, хăвăршăн хăвăр тăрăшăр, усал çын хыççăн ан кайăр», — тенĕ ачисене амăшĕ.
5 ача пĕр харăс шкула вĕренме çỹретчĕç. Сĕтеле урай варрине лартса йĕри-тавра урок тума ларатчĕç. Аслисем кĕçĕннисене пĕлейменнине тума пулăшатчĕç.
«Вăрçса-хĕнесе ачасене ним тума та хăнăхтарас çук. Ачасемпе юнашар ларса чунна уçса час-часах калаçмалла, аслисен сăмахне итлеме, вăхăтпа тĕрĕс усă курма вĕрентмелле. Ун пек чухне вĕсем выляма та, телевизор курма та, урокĕсене хатĕрленме те, аслисене пулăшма та ĕлкĕреççĕ», — аса илет халĕ Римма Аркадьевна.
«…»
Зоя СТЕПАНОВА.