Поздравление с Днем государственных символов Чувашской Республики
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Патшалăх символĕсен кунĕ – халăх пĕрлĕхне тата республика территорийĕнче пурăнакан чăвашсемпе ытти наци çыннисен пĕршухăшлăхне, тăван кĕтес шăпишĕн пурте яваплă пулнине сăнарлакан çутă уяв.
Патшалăх символĕсем пирĕн републикăн хăйне евĕрлĕхне: ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем улшăнми пулнине çирĕплетеççĕ, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлме пулăшаççĕ, пуласлăхĕ пирки шухăшлама хистеççĕ.
Тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп!
Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый