Ылтăн сас паллисемпе çырăннă Сирĕн ятăр
Петр Никифорович Чернов… Нумаййи çинчен калать ку ят. Хулăн кĕнекере çырса пĕтереймĕн ун ĕç-хĕлне, ик-виç сехетлĕх фильмра çутатаймăн кун-çулне. Пиншер ача ун ăс-хакăлĕпе пурнăç çулĕ çине çирĕпленсе тухнă, вуншар çыншăн вăл паян та наставник.
Ĕнер 95 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ мухтавлă вĕрентекенĕмĕрпе тĕл пултăмăр. Çирĕп ăс-тăнпа-ха вăл. Туяра «юлташне» курать пулин те, пỹлĕмре çăмăллăнах çỹрет-ха.
— Петр Никифорович, Сирĕн çинчен хаçат-журналта халĕччен сахал мар статья пичетленнĕ, анчах çемйĕр пирки пĕрре те асăрхаман.
— Çапларах çав. Çавăнпа халь «тỹрлетĕпĕр», эппин. Атте — Никифор Порфирьевич — 4 класс вĕреннĕ, виçĕ вăрçа хутшăннă. Анне, Ирина Федоровна вара, пачах вĕренмен. Ама çури амăшĕ шкула яман ăна. Анчах шăллĕнчен вулассине, çырассине ăса хывма пултарнă. Атте-анне колхоза чи малтан кĕнĕ, тĕреклĕ хуçалăх тытса тăнă.
— Миçе пĕр тăван пулнă эсир?
— Саккăрăн. Вĕсенчен 2-шĕ пĕчĕк чухнех чирлесе вилнĕ. Пирĕнсĕр пуçне аттен тетĕшĕн икĕ ывăлне, аппăшĕн пĕр хĕрне, хăр тăлăха юлнăскерсене, хăйсен хỹттине илнĕ. Юлашкин, шел, кун-çулĕ кĕске пулнă. Ывăлĕсем авланичченех пирĕн патăмăрта пурăннă. Петр, Красноярск крайне тухса кайсан, унта ял Канашне ертсе пынă, колхоз йĕркеленĕ, Александр районти йĕрке хуралĕнче вăй хунă. Вĕсем те вăрçă салтакĕсем.
Аслă тете Иван та вăрçăра пулнă. Атă-пушмак юсакан та, бригадир та, шахтер та. Пĕринче çапла Донбасран икĕ катăк кăмрăк илсе килнĕ вăл. Тивертес тетпĕр, çук, пулмасть. Кулать тете.
Ун хыççăнхи, Михаил та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, гварди полковникĕ. Патăрьелти педтехникума, Львоври çар техника училищине, Мускаври Фрунзе ячĕллĕ çар академине лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Службăра пысăк яваплă должноçсенче тăнă, шкулта та вĕрентнĕ, нумай чĕлхе пĕлнĕ. Юлашки ĕç вырăнĕ — Варшава договорĕн Çурçĕрти çар ушкăнĕн (Лигница хули, Польша) оперативлă штаб начальникĕн çумĕ.
Аппа, Василиса, ĕмĕрне Курнавăшри шкулта ĕçлесе ирттернĕ.
— Ачăрсенчен Сирĕн çулпа кайнисем пур-и?
— Мăшăрăм, Лидия Егоровна, педагогикăра 42 çул, эпĕ 50 çул ĕçлерĕмĕр. Ачасем шкула пурте ылтăн медальпе пĕтернĕ. Ăçта вĕренме каясси пирки хистемен эпир, хăйсен малашлăхне производствăра курчĕç: Гальăпа Валя ЧПУра экономика факультетне пĕтерсен промышленность тракторĕсен заводĕнче хăйсен специальноçĕпе тăрăшнă, Володя асăннă аслă шкултах пĕлỹ илнĕ — электротехника факультетĕнче. Хальхи вăхăтра Екатеринбургра хăй йĕркеленĕ фирмăна ертсе пырать.
— Эсир мĕншĕн учитель пулас тенĕ?
— Маларах каларăм ĕнтĕ: тете, аппа вĕрентекенсем пулнă. Çапах та ку професси патне тỹрех пырса тухман-ха эп. Малтанах тăвансенчен врача вĕренмелле текен пулчĕ те, Хусана кайрăм. Унта вара тепĕр майлă килсе тухрĕ: Шăмăршă ачипе паллашрăм та, геолога вĕренме кĕтĕмĕр. Ун чухне карта системи пулнă. Выçă. Анне те килте пĕччен. Мана вара Шупашкара ячĕç, пединститута химипе биологи факультетне вĕренме кĕтĕм. Юлташăм: «Санăн математикăпа лайăхрах пулать, физмата куç», — тет. Çапла вара тин «вĕçне» çитрĕм темелле.
Аслă шкул алăкне уçиччен, каласа хăварас тетĕп, 10 класс пĕтернĕ май 14 экзамен тытмаллаччĕ. Çирĕп ыйтатчĕç. Хăш-пĕр ачасем пĕлсен те çухалса каятчĕç. Кайран вĕсем тепĕр хутчен тытнă. Эпир хамăрах пьесăсем çырса спектакльсем лартаттăмăр. Çавăнпа учительсемпе хутшăнма çăмăлтарах пулнă пулĕ. Вырăскассинчен Елчĕке çуран çỹренĕ. Пĕр енне кăна 18 çухрăм! Экзамен пĕтĕмлетĕвĕ тỹрех паллă пулмастчĕ хăш чухне, вара эпир çав кунах тепĕр хутчен танккаттăмăр шкула. Çумăра та пăхман.
Эпир вĕреннĕ тапхăрта спорт ăмăртăвĕсем хальхи пек нумай ирттермен. 1943 çулта районти 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе çĕнтернĕччĕ. Вара пире Шупашкара каймалла терĕç. Лашапа. Темĕнле сăлтава пула пире ямарĕç. Аслă Елчĕкрен иккĕн пурпĕрех кайса килчĕç. Каярахпа вĕсем шăнса чирленипе вăхăтсăр çĕре кĕчĕç…
— Паянхи учитель пирки мĕн каланă пулăттăр?
— 20-30 çул каяллахи мар, паллах. Пурнăç улшăннă май учитель тавра курăмĕ те улшăнать. Интернет серепине пуçĕпех çакланчĕ вăл: нумай ĕçе электронлă майпа пурнăçламалла. Куллен тĕрлĕ информаци, отчет, çыру… Çапла майпа, ман шутпа, кашни ачана «чĕрĕ» хутшăну та çитсех каймасть пулĕ.
«Дистанцилле вĕрентетпĕр» тенине ăнлансах пĕтерейместĕп-ха. Ĕлĕкхи пек киле ĕç паниех мар-и вара? Шупашкарта педагогсен курсне çапла майпах йĕркелени те тĕрĕс мар тесе шутлатăп. Пĕлĕве ỹстересси вăл куçăмлă майпа пулмалла. Учитель тĕрлĕ шкулта пулса вĕсенчи ĕç-хĕлпе, уйрăм педагогсен опычĕпе паллашать, хутшăну меслечĕ вăйланать.
Кунтах эп воспитани пирки те чарăнса тăрасшăн. Ик-виç çул хушшинче шкул ачисен патриотлăх туйăмĕ уйрăмах ỹснĕн туйăнать. Çапах та воспитанипе çыхăннă ытти енсене те «пăрса» хăвармалла мар: ăс-тăн, кăмăл-сипет, эстетика хаклăхĕсем те пĕрле çыхăнса пымалла..
Чи кирли вара — ĕç воспитанийĕ. Ачасене шкулта урай çума чарчĕç те, килте вара мĕн тумалла вĕсен? Çемьепе шкул — патшалăх никĕсĕ. Çамрăк ăрăвăн тĕрĕс çул-йĕрĕнчен, пархатарĕнчен патшалăх çирĕплĕхĕ те килет. Урăхла каласан, ĕçлеме тата пурăнма пĕчĕкрен вĕрентмелле. Франци писателĕ Жан Жак Руссо çырни аса килчĕ çавна май: «Ачана пурне те памалла, нимĕн те ыйтмалла мар, вара хăех çынлăхран тухать». Капла ан пултăрччĕ тесе тăрăшмалла та çемьере тата шкулта.
ПТУсене пĕтернипе те килĕшес килмест. Ялта кирлĕ специальноçсене унта хатĕрленĕ вĕт-ха ытларах.
— Хăвăр шкулта ĕçлеме пуçланă çулсене аса илĕр-ха…
— Елчĕк шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрта 40 ачаллă классем пурччĕ. Вĕсене уйăрма пỹлĕмсем те çитмен ĕнтĕ. Кадрсемпе те чăрмав пулнă. Мана, çартан офицер званипе килнĕскере, физкультурăна ертсе пыма та шанчĕç. Турник çинче туртăнса «хĕвел» туса кăтартаттăм ачасене. Çăвар карса пăхса тăратчĕç вара. Хам мĕн пултарнине кăтартни вĕсемпе ĕçлеме çăмăллăх кỹретчĕ.
Машиноведени предметне кĕртрĕç программăна. Каллех вĕрентекен çук. Тỹскел ачисем пычĕç те çапла: «Пире вĕрентĕр-ха», — теççĕ. «Эп ку предмета вĕрентсе курман», — тетĕп. «Эпир пĕлетпĕр, пире ертсе пыракан кирлĕ».
Вĕсем ыйтнипех килĕшрĕм темелле. Вăхăт иртсен Елчĕкри МТСа Канашран комисси килчĕ машиноведенипе экзамен тыттарма. Комисси председателĕ шăнкăравлать:
— Мĕнле ачасем янă эсир пирĕн пата? — тет.
— Мĕн пулнă ара? — ыйту паратăп хирĕçле.
— Пирĕн курсра вĕренекенсем вĕсен чухлĕ пĕлмеççĕ те.
Çакăншăн та питĕ хĕпĕртерĕм вара.
П.Н.Чернов 1929 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Вырăскассинче çуралнă. Ялти пуçламăш, Курнавăшри 7 çул вĕренмелли, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче, Чăваш патшалăх учительсен институтĕнче, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Курнавăшри шкулта çур çул математикăпа физика предмечĕсене ертсе пынă хыççăн 1950-1952 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Дивизионри парти шкулне тата экстерн майĕпе артиллерин çар училищине пĕтернĕ. Калуга облаçĕнчи территорие минăсенчен тасатас операцие хутшăннă. Ун хыççăн — Елчĕкри вăтам шкулта: учитель (1953-1963, 1989-1991), директор çумĕ (1963-1966, 1996-1998), директор (1966-1989). 1991-1996 çулсенче — районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ.
30 яхăн ăслăлăхпа меслетлĕх ĕçĕсен, «Биение сердца» (2004) кĕнеке авторĕ. Çут ĕç работникĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ (1953-1966), пропагандист (1953-1989) пулса ĕçленĕ. 1965 çултан пуçласа СССР саланичченех районти территори суйлав комиссине ертсе пынă. Пĕтĕм Союзри халăха вĕрентес ĕç работникĕсен делегачĕ (1988).
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ (1962), РСФСР тава тивĕçлĕ (1970), СССР халăх учителĕ (1980). Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ (1962). «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа (2013), ЧР Хисеп грамотипе, «Чăваш автономине — 100 çул», «Елчĕк районне — 95 çул» тата ытти медальпе наградăланă. Унăн ятне Пысăк совет энциклопедине (1982), Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине (1970), «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем» Хисеп хăми çине, «Лучшие люди России» (2002) энциклопедине кĕртнĕ. 2023 çулхи чỹк уйăхĕнче вăл вĕреннĕ хальхи ЧППУри физикăпа математика факультетĕнче ун ячĕпе Герой парттине вырнаçтарнă.
— Эсир Елчĕкри икĕ класлă училищĕне уçнă И.Я.Яковлев патриархпа пĕр кунта çуралнă. Хăйне кура мăнаçлану, çав вăхăтрах яваплăх пек те мар-и?
— Ун ятне ярас мар тенĕ, чăнах та. Шкула вĕренỹ çулне хатĕрлессипе районта 23 çулĕнчен çирĕм пĕрĕшĕнче 1-мĕш пултăмăр, республикăра та мала тухса курнă. Çитĕнỹсене кура шкула ялав, укçан преми, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине панă. Эп вĕрентнĕ ачасем математикăпа малтисен йышĕнчеччĕ. Пĕр çулхине Патăрьелте иртекен 4 район хушшинчи олимпиадăна кайнăччĕ. «Йытă тилле унталла-кунталла хăвалать…» текен шухăшлă задача та пурччĕ. Ăна Володя Захаров çеç шутлама пултарнă. Кайран ыйтсан вăл мана çапла хуравларĕ: «Петр Никифорович, эпĕ вĕт хирте канмалли кунсенче йытăпа тилĕ хăвалатăп». Володьăн пуласлăхĕ пысăкчĕ, анчах «çỹлелле» каяс темерĕ пуль, пурнăçне крановщик ĕçĕпе çыхăнтарчĕ. Тата калас килет, пултаруллă ачасем нумайччĕ. Вĕсен хушшинче эпĕ вĕрентнисенчен халĕ 4 наука докторĕ, 2 Чăваш халăх артисчĕ, СССР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ, тава тивĕçлĕ ятсене илнисем, çар çыннисем…
Шкул директорĕ хуçалăх ĕçĕсенчен те пăрăнаймĕ. Икĕ сменăпа вĕрентнĕрен хушма çурт, çавăн пекех столовăй, спортзал тума пикентĕмĕр. Пĕтĕмпех хуçалăх меслечĕпе. Патшалăхран пулăшу çук. Тимĕр-тăмăр сутса пухнă укçаран строительство материалĕсем туянтăмăр, чулне Ырсамай сăртĕнчен кăлартăмăр. 400 кубла метр таран. Никĕсне те шкулта ĕçлекенсен тата ачасен вăйĕпе ятăмăр. Коммунхоз строителĕсем купаласа пачĕç.
Район центрĕнчи предприятисем ун чухне пирĕн шефсем шутланнă, çавна май вĕсен ертỹçисемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулман. Крахмал завочĕн директорне Сергей Кудряшова, МПМК начальникне Василий Морозова, «Прогресс» колхоз председательне Александр Иванова халĕ те ырăпа аса илетĕп.
Пĕр тĕслĕхе палăртасах килет-ха ман. 1978 çулта шкулăн 100 çулхи юбилейне паллă тумалла.
— Мĕн тарăн шухăша путнă, Петр Никифорович? — мана шкул умĕнче курса чарăнчĕ В.Морозов.
— Вăт, пылчăк, тротуар сармалла та…
— Ан кулянăр, йĕркеллех пулать, — тет Василий Иванович.
— Ара, ман укçа çук, — тетĕп.
— Темех мар, — терĕ те малалла вĕçтерчĕ.
Ирхине 6 сехет çурăра ĕçе çитрĕм те… МПМК рабочийĕсем пикенсех хăйăр-чул сараççĕ, кранпа плита хураççĕ. 70 метрлăх пулчĕ.
Çитмĕл учителе, пенсионерсене çулсерен вутă-кăмрăкпа тивĕçтермеллеччĕ. 700 кубла метр вутă, 350 тонна кăмрăк — сахал мар вĕт. Унсăр пуçне шкула хăйне 300 кубла метр вутă кирлĕ пулнă. Ку енĕпе хам вĕрентнĕ ачасенчен — РСФСР тата СССР шайĕнчи депутатсенчен — Анастасия Генераловăпа Николай Черновран пулăшу илнĕ.
Шкулăн интернат та пурччĕ. 54 ача вырнаçтарнă унта. Вĕсене кунне 3 хутчен тỹлевсĕр вĕри апат çитернĕ. Патшалăх енчен укçи-тенки çитсех кайман та, колхозпа лайăх пулнă эпир: пĕр-пĕрне яланах пулăшнă. Ачасен вăйĕпе Елчĕкрен пуçласа Кỹлпуçе çити автоçул хĕррипе йывăçсем те лартнă.
— Петр Никифорович, шкулăн малашлăхне мĕнле куратăр?
— Ача йышĕ чакса пыни питĕ шухăшлаттарать. Соросран тухса пĕтейменни палăрать. Экзаменсене ĕлĕкхи пек тыттармалла — апла ача ытларах калаçать, хутшăнать, нумайăшне аса илсе юлать. ЕГЭ вара аталанма памасть — ачасен психикине хавшатать. Халĕ унти балсемпе нумайăшĕ аслă шкулсене вĕренме кĕресшĕн, хăйсенчен «пиçмесен» те.
Шкул ачасен хаваслă шавĕпе, вĕсен аталанăвĕпе, пĕлỹ шайĕпе ỹссе пынипе илемлĕ.
— Ачалăхра Эсир кам пек пулас тенĕ?
— Тете, Михаил, ялан ырă тĕслĕх вырăнне пулнă.
— Сирĕн юратнă кĕнеке?
— Николай Островскин «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» романĕ.
— Юратнă кинофильм?
— «Семнадцать мгновений весны».
Интервьюран пăрăнса Петр Чернов директор пулнă тапхăрта йĕркеленĕ уйрăм курăмлă ĕçсене палăртса хăвармаллах. Пĕрремĕшĕ: шкул çумĕнче «Педагогика пĕлĕвĕн университетне» уçнă. Унта пуçламăш, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен факультечĕсем ĕçленĕ. 200 ытла çын. Уйăхсерен, ĕç хыççăн, ятарлă программăпа йĕркеленĕ занятисене. Вĕсене Екатерина Уфукова, унтан Елена Флотская директор çумĕсем ăнăçлă ертсе пынă.
Иккĕмĕшĕ: кашни шăматкун — «Уçă алăк кунĕ». Çак кун кирек кам та, кăмăлĕ пулсан, хуть те хăш урока та кĕрсе ларма, учителĕн тата ачасен пĕлĕвне хаклама пултарнă.
Виççĕмĕшĕ: кашни вĕренỹ чĕрĕкĕ хыççăн классенче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсене тĕплĕн хатĕрленнĕ. Каникулсен вăхăчĕсенче класс ертỹçисем ялсене тухса çỹренисем те пулнă. Халăх умĕнче учительсен вăйĕпе концерт, спектакль лартнă. Çапла вара тачă çыхăнура пулни вĕренỹпе воспитани ĕçне çỹллĕ шая çĕклеме май уçнă.
Тăваттăмĕшĕ: кашни уйăхăн 1-мĕш кĕçнерникунĕнче район центрĕнчи шефа илнĕ предприятисемпе организацисенче ачасем экскурсире пулнă, ĕçлекенсене юрă-ташăпа савăнтарнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Елчĕкри вăтам шкулăн ĕç опычĕ республика тулашĕнче те анлă сарăлнă. Çав шутра Мускаври Пĕтĕм Союзри куравра та, хаçат-журналта та çутатнă. Шкулта вĕренỹпе воспитани ыйтăвĕпе çĕршыв шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ те иртнĕ. Унта хутшăннă пĕр пулас наука докторĕ Петр Никифоровичăн докладне хăйĕн диссертацийĕнче усă курма ыйтса илнĕ…
Яваплă, пултаруллă, ырă кăмăллă, ĕмĕчĕпе малашлăха куракан, чунне парса ĕçлекен, ыттисенчен те çавăн пек пулма çирĕп ыйтакан вĕрентекен тата ертỹçĕ пулнă СССР халăх учителĕ Петр Чернов. Пархатарлăхне кура унăн ячĕ çĕршыв историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăннă.
Хисеплĕ Вĕрентекенĕмĕре редакци коллективĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Сывлăхăр çирĕп пултăр, малаллахи кун-çул утти те телейпе çуталса пытăр.
Николай МАЛЫШКИН.