Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с Днем чувашского языка

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с Днем чувашского языка

💥 Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире чěререн Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатӑп!

Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлӑхӗ. Эпир унпа мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿсетпӗр, ăна юрататпӑр, хисеплетпěр, унпа мухтанатпăр.

Чăваш чĕлхи кунне чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă кун паллă туни те пысăк пĕлтерěшлě. Вӑл пире хамăр чěлхемěре юратма, хисеплеме, ачасене вěрентсе хӑварма пилленӗ. Тӑван чӗлхе кӑна ҫынна тӗрӗс ҫитӗнме, пурнӑҫра пысӑк ӳсӗмсем тума май парать.

Округра пурӑнакансене, хамăрăн ентешсене уяв ячěпе саламласа çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, телей, юрату сунатӑп. Яланах янӑратӑр пирӗн чи ҫепӗҫ те чи илемлӗ чӑваш чӗлхи!



25 апреля 2024
13:10
Поделиться