Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Парăнманнисем» класс сехечě иртрě

«Парăнманнисем» класс сехечě иртрě

Кĕçĕн класс ачисене Ленинград блокади тата паттăр хулана хăтарни çинчен пĕтĕмĕшле ăнлав тăвас, блокадăланă хула çынннисен пурнăçне кăтартакан фактсемпе паллаштарас, Ленинград çыннисем умĕнче вĕсен паттăрлăхĕшĕн, кăмăл-сипет вăйĕшĕн тата Тăван çĕр-шывшăн выçлăха, харпăр хăйĕн асапне чăтма пултарнăшăн пуç тайма сапăрлас тĕллевпе 2024-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта кĕçĕн  класра вӗренекенсемпе «Парăнманнисем» темăпа класс сехечӗ ирттерчӗ.

Чи малтанах вĕренекенсем  Ленинград блокадине татнине чысласа 1944-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕнче ирттернĕ салют çинчен калакан видеона  курчĕç.  

Ун хыççăн блокадăна лекнĕ Ленинградра пурнăç епле пулни, хула çыннисен паттăрлăхĕ çинчен, ачасем аслисен ĕçне хутшăнни çинчен текстсемпе, ӳкерчĕксемпе ĕçлесе  ун чухнехи лару-тăрăва сӳтсе яврĕç.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем Совет çарĕсем Ленинград блокадине епле çĕмĕрнине кăтартакан «Хĕлхем операци» видеона курса Ленинград – тĕнче исторйĕнче 872 куна пынă хупăрлава чăтма пултарнă пĕртен пĕр хула  иккенне пĕлчĕç.

Заняти вĕçĕнче класс ерӳтçи ертсе пынипе ачасем блокадăра пулнă Ленинград çыннисен, пĕтĕм çĕр-шыв çыннисен Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче кăтартнă çирĕплĕхĕпе паттăрлăхне йăхсен асĕнче çултан çула парса сыхлани калама çук пысăк пĕлтерĕш пулнине палăртрĕç.

ФОТО

Источник: МБОУ «Новошимкусская СОШ Яльчикского муниципального округа»



24 января 2024
16:28
Поделиться