Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хӳтӗленӗшӗн пысӑк тав

Хӳтӗленӗшӗн пысӑк тав

Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцие хутшӑнакансем патне час-часах ҫыру шăрçалаҫҫӗ. Кун йышши акцисене шкулта та яланах иртереҫҫӗ. 8-мӗш класра вӗренекенсем асӑннӑ пуçарăва хутшӑнса ӑшă нускисем ӑшне тав туса ҫырнӑ ҫырусем чиксе ячӗҫ. Чĕререн тухнă йĕркесем часах ҫапӑҫу хирне ҫитсе çар çыннисене ӑшӑ туйӑм парнелессе шансах тӑраҫҫӗ саккӑрмӗшсем.

«Сирӗн ҫырӑвӑрсем салтаксемшĕн пӗлтерӗшлӗ. Паттăрсене ҫак ҫырусем пулӑшу параҫҫӗ. Кашни вуламассерен хӑйсене хисепленине, юратнине тата сывӑ та тӗрӗс-тӗкел киле килме сӗннине туяҫҫӗ вӗсем» тесе палӑртрӗ класс ертÿҫи Любовь Адюкова ҫырусене курупкăна чикнӗ май.



МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «БОЛЬШЕЯЛЬЧИКСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА ИМЕНИ Г. Н. ВОЛКОВА ЯЛЬЧИКСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ»
21 ноября 2023
16:46
Поделиться