Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 96 çул ҫитнĕ май

Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 96 çул ҫитнĕ май

 Юпа уйăхĕн чи юлашки кунĕ – чăваш çыннисемшĕн паллă кун. Тĕнче шайĕнчи паллă ученăй, этнопедагогика никĕслевçи хăйĕн хыççăн тарăн йĕр хăварнă Геннадий Никандрович Волков çуралнине халалласа Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Ҫĕршыв педагогикин патриархĕ» ятпа уяв мерпориятийĕ иртнĕ.

 Академика халалланă уяв  шкулти «Гений ҫулĕпе» музейра иртрĕ. Хамăр ентеш пирки ыр сăмахсем чылай янрарĕҫ ҫак кун. Ҫак музей халăх вĕрентĕвĕн йăли-йĕркине, вĕрентекенĕн ăс-хакăл культурине упраса тăрать. Шкул директорĕ Н.А.Волков  кашкăр йăхĕ ăҫтан пуҫланса кайнине ĕнентерÿллĕ каласа пани ачасемшĕн ҫеҫ мар, вĕрентекенсемшĕн те кăсăклă пулчĕ.

    Аслă ăсчахăмăра халалланă уявра шкул ачисем мухтавлсем мухтавлă ентеш ҫинчен хывнă сăвăсенене хавхаланса  вуларĕҫ, илемлĕ юрă шăрантарса уява вĕҫлерĕҫ. ентеш ҫинчен хывнă сăвăсенене хавхаланса  вуларĕҫ, илемлĕ юрă шăрантарса уява вĕҫлерĕҫ.

ФОТО



МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «БОЛЬШЕЯЛЬЧИКСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА ИМЕНИ Г. Н. ВОЛКОВА ЯЛЬЧИКСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ»
31 октября 2023
09:06
Поделиться