Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вулавӑшри астӑвӑмпа паттӑрлӑх сехечӗ

Вулавӑшри астӑвӑмпа паттӑрлӑх сехечӗ

Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнмалӑхне сыхласа хӑварассишӗн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑксем пирӗн тӑрӑхра та чылай. Хальхи ҫитӗнекен ӑрун кашни паттӑр ятне пӗлсе ÿсмелле. Вӗсен ячӗсене яланах асра тытмалла. Ҫакна тӗпе хурса Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти  вулавӑшра астӑвӑмпа ҫыхӑннӑ «Ячӗсем асрах пулччӑр» калаҫу сехечӗ иртрӗ. Этемлӗх асне ӗмӗрлӗх кӗрсе юлакан историе манма юрамасть. Манмалла  та ан пултӑр: ҫитӗнекен е килес ӑру чӑнлӑха пӗлсе-тӗпчесе ҫавнашкал хӑрушӑ пулӑмран ӗмӗр сыхланса пурӑнтӑр. Хӑйсен пурнӑҫӗсене шеллемесӗр мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫирӗп тӑрса пуҫ хунисене аса илнӗ май хаҫатра пичетленнӗ статьясемпе вуласа паллашрӑмӑр, вӗсен шӑписене пӗлтӗмӗр. Пичетре пулнӑ материалсене пӗр пухмача пуҫтарса «Паттӑрсен ячӗсем вилӗмсӗр!» ятпа коллажлӑ альбом пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Ятарлӑ ҫар операцие хутшаннӑ тата хутшӑнакан кашни салтак хисепе тивӗҫ. Вӗсен ячӗсем вилӗмсӗр!  

«Патриот воспитани ӗҫне вӑйлатмалла, кашни салтакӑн биографине тӗпчесе пуҫтарса пымаллах»,- тесе палӑртрӗ вулавӑш ертÿҫи Любовь Адюкова калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май.

ФОТО



МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «БОЛЬШЕЯЛЬЧИКСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА ИМЕНИ Г. Н. ВОЛКОВА ЯЛЬЧИКСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ»
18 октября 2023
13:00
Поделиться