Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫ - чи кирлӗ профессисенчен пӗри (Большеяльчикская СОШ)

Ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫ - чи кирлӗ профессисенчен пӗри (Большеяльчикская СОШ)

Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 8-мӗш класра «Пуласлӑха билет»( Билет в будущее») профориентаци сехетӗнче ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ Павел Сергеевич Прокопьевпа тӗлпулу иртрӗ. Павел Сергеевич Хусанти танк училищине вӗренсе пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Ҫамрӑк каччӑ шкул ачисене кулленхи пурнӑҫӑн уйрӑмлӑхӗсем тата ҫар ӗҫӗнчи хӑйне евӗрлӗхсем ҫинчен каласа пачӗ. Кашни шкул ачин ҫирӗп сывлăхлă пулма тăрăшмалла, физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла, ҫар службине паянах хатӗрленсе пымалла, пур предметпа та тарăн пӗлÿ илме тӑрӑшмалла. «Тăван ҫĕршыва хÿтӗлесси – таса тивӗҫ! Атте- анне , ял-йыш ятне ярас марччӗ!», - тесе пӗтӗмлетрӗ хӑйӗн калаҫӑвне ҫамрӑк хӳтӗлевҫӗ. Ҫакнашкал тӗл пулусем ачасене патриотизмла воспитани пама пулӑшаҫҫӗ.



22 сентября 2023
13:41
Поделиться