Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Черетлӗ ҫитӗнÿ

Черетлӗ ҫитӗнÿ

«Чӑвашкино» студипе чӑваш драма театрне йӗркелекен Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ.

    Ҫак паллӑ пулӑма халалласа мухтавлӑ ентешӗн тӑван тӑрӑхӗнче - Тутарстанри Теччӗ районне кӗрекен Кӑнна Кушкинче астӑвӑм кунӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ йӗркелерӗҫ.

   Кӑнна Кушки ялне чӑвашсен хӑйне евӗрлӗ Мекки тесен те юрать. 19 тата 20-мӗш ӗмӗрсенче кунта тӗлӗнмелле пултаруллӑ та мӑнаҫлӑ, халӑхӑн пуласлӑхне палӑртакан улӑп евӗр паттӑр ентешсем ҫуралса ӳснӗ. Вӑл йышра: аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев, Алексей Рекеев педагог, куҫаруҫӑ, Александр Алкапа Александр Тимбай поэтсем, Тихон Петӗркки прозаик тата драматург, Анна Казакова юрӑҫ тата паллах, Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер.

   Революци хыҫҫӑнах пурнӑҫ йывӑррине пӑхмасӑр Иоаким Максимов-Кошкинский чӑваш театрӗ, унтан кинотрест йӗркелесе яма пултарнӑ. Мӑшӑрӗпе - чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисси пулса тӑнӑ Тани Юнпа пӗрле тӗнче шайне тухма тивӗҫлӗ фильмсем ӳкернӗ.

    Ун чухне Кошкинский ӳкернӗ фильмсене Европӑпа Ази ҫӗршывӗсенче тата Америкӑра кӑтартнӑ. Чӑвашсем пирки пӗтӗм тӗнче калаҫма пуҫланӑ. Паянхи ӑру валли Максимов-Кошкинский ӳкернӗ икӗ кинокартина ҫеҫ упранса юлнӑ.

   Чӑвашсен театрпа кино искусствине пуҫарса яраканӗн 130 ҫулне халалласа Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ кӑҫал «Кино ӳкеретӗп» ятпа регионсем хушшинче конкурс ирттернӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан пултаруллӑ шкул ачисем тӗрлӗрен чӑвашла роликсем, кӗске фильмсем ӳкернӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене шӑпах ҫак уяв каҫӗнче дипломсемпе чысларӗҫ.

   Ҫӗнтерÿҫӗсен йышӗнче Аслӑ Елчӗкри  Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмешле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 8 класс ачисем фотопа фидео ӳкерме вӗренекенсен «Хаваслӑх» ушкӑнне ҫӳрекенӗсем те пулчӗҫ. Шапах ҫак конкурс ҫитӗнекен ӑрӑва кино ӑсталӑхӗпе кӑсӑклантарса пысӑк хавхалану кÿрет те.

   Культура ҫуртӗнчи савӑнӑҫлӑ тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш Енрен пынӑ пултаруллӑ ҫамрӑксене Иван Яковлев музейӗпе паллаштарчӗҫ. Ҫут ӗҫ аталанӑвӗн историне уҫӑмлатакан экскурси пуриншӗн те кӑсӑклӑ иртрӗ.

ФОТО

Источник: МБОУ «Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова»



19 сентября 2023
13:32
Поделиться