Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паян Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта питĕ ырă та савăнăçлă кун– Пĕлÿ кунĕ

Паян Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта питĕ ырă та савăнăçлă кун– Пĕлÿ кунĕ

Паян Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта питĕ ырă та савăнăçлă кун– Пĕлÿ кунĕ.

Çĕр планета çинче тĕлĕнмелле пуян çĕр-шыв пур – вăл Раççей! Тĕнчери чи пысăк çĕр-шыв. Унта 150 миллион ытла çын пурăнать. Çак пысăк çĕр-шывра вара пĕр пĕчĕк çĕр-шыв пур. Унăн ячĕ - Шкул. Кунта маттур ачасем вĕренеççĕ, пултаруллă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ.

Раççейри пин-пин вĕрентекеншĕн чи кĕтнĕ уяв – Пĕлÿ кунĕ. Раççейри миллион ашшĕ-амăшĕшĕн те вăл пысăк уяв. Çак кун Раççейри пур шкулта та пĕрремĕш урока чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Уйрăмах паянхи кун шкула пĕрремĕш хут алăк уçса кĕрекенсемшĕн – 1-мĕш классемшĕн – калама çук хаваслă та ырă пулчĕ. Вĕсем пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕç. Вĕсемшĕн пĕрремĕш хут урока чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Шкул линейки Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕкленипе уçăлчĕ. Ку хутĕнче ялавсене çĕклеме 11 класра ăс пухакан вĕренÿ отличникĕсем Софья Ловкинапа Татьяна Чернова тивĕçлĕ пулчĕç.

Чи малтанах шкул директорĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, вĕренÿ оличникĕсене тав хучĕсемпе чысларĕ. 

Паянхи уявпа саламлама Елчĕк муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ М.В.Демьянова, район депутачĕ С.Н.Перепелкин, «АСК – Яльчики» хуçалăх ертÿçи Ю.В.Галкин, Çирĕклĕ Шăхаль территори уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И.П.Воронова, Елчĕк округĕн благочиннăйĕ Василий Иванов иерей та килсе çитрĕç, пурне те ăнăçу сунчĕç.

ФОТО



01 сентября 2023
16:05
Поделиться