Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Каркалар ялĕнче пушă вăхăта усăллă тата пĕрле иттермелли пӳлĕм уçрăмăр

Каркалар ялĕнче пушă вăхăта усăллă тата пĕрле иттермелли пӳлĕм уçрăмăр

Район центрĕнчен аякра мар вырнаçнă ялсенче те халăха хăтлăх кирлĕ. Çавна май Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн Каркалар ялĕнче паян, çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче, пушă вăхăта усăллă тата пĕрле иттермелли пӳлĕм уçрăмăр.

   Ял халăхĕ çак куна тахçантанпах кĕтнĕ. Пĕрле пуçтарăнса калаçма, юрă-ташă вĕренме, кĕнеке, хаçат-журнал вулама халăхпа пĕрле çав тери кăмăллă пулнине Каркаларсем пĕлеççĕ ĕнтĕ.

   Ял халăхĕ паян иртенпех ăшталанать, пурте ял укăлчине васкаççĕ.

   Çак пӳлĕме савăнăçлă лару-тăрура уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый,  «Авангард» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн представителĕ Хамид Вагизович Гиматдинов, Елчĕк муниципаллă округĕн 1-мĕш созыври депутачĕ Вадим Владимирович Чернов,  Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç.

Район пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый Каркалар халăхне çак савăнăçлă пулăмпа тата пыл сăпасĕ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çак пӳлĕм халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ тата усăллă пулнине палăртса хăварчĕ. Ун хыççăн территори пайĕн начальникĕ Лариса Николаевна Ильина сăмах илчĕ. Вăл çак пӳлĕме йеркелеме хастар хутшăннисене территори пайĕн Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Сумлă хăнасем те халăха уяв ячĕпе саламларĕç.

   Уява районти тата вырăнти культура ĕçченĕсем, территори пайĕн хастар та пултаруллă хĕрĕсемпе каччисем юрă-ташăсемпе илем кӳчĕç.



15 августа 2023
07:49
Поделиться