Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарнă çулпа утаççĕ
ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ, «Хастар» общество организацийӗн «Чӑвашкино» пуҫарăвĕпе килĕшÿллĕн регионсен хушшинче «Кино ÿкеретӗп» конкурс йĕркеленĕ. Ӑна И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса шкул ачисемпе ҫамрӑксем хушшинче чăваш чĕлхине аталантарас тата киноискусствӑна, наци культурине популяризацилес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класс ачисем те Любовь Адюкова вĕрентекен сĕннипе асăннă конкурса хăйсем ÿкернĕ «Тĕревпе тĕрек» фильмпа хутшăнма кăмăл турĕҫ. Ҫамрăк артистсене ăнăҫу сунса пĕтĕмлетÿ кунне кĕтмелли анчах юлчĕ.