Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Кулă» кану лагерьне çÿрекен ачасем юмах тěнчинче

«Кулă» кану лагерьне çÿрекен ачасем юмах тěнчинче

 Юмах-халапсем ача-пăчана ăс хакăл пухма, ырă та тÿрě чунлă пулма, пěр-пěрне  хисеплеме, çут çанталăка, тăван тавралăха, çěр-шыва юратма, вěсене упрама, ырăпа усала уйăрма, пурнăç çине чěрě куçпа пăхма вěренме пулăшаççě. Апла пулсан, юмах ачашăн йăпанмалли япала кăна мар. Пěчěк çын юмаха пурнăçпа çыхăнтарма хăтланать, унта пулса иртекен ěçсем чăнах та пулнă тесе ěненет. Юмахри ěç-пуç ача чун-чěрине чăннипех çавăрса илет, тыткăнлать. Вěсем юмахçăн кашни сăмахне тимлě итлеççě. Вěт-шакăрăн кăмăлě яланах ырă та сăпайлă, ěçчен те паттăр çынсем енче. Ачасем вěсен ырă ěçěсемшěн савăнаççě.  

          Паян та, çěртме уйăхěн 28-мěшěнче, Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ  паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çÿрекен  ачасем юмах тěнчинче пулчěç. Чи малтанах вěсем ял библиотекинче юмах кěнекисемпе паллашрěç, хăйсене килěшекен юмахсене вуларěç, ыйтусем çине хуравларěç, «Сармантей» юмаха выляса кăтартрěç.

            Юлашкинчен пурте тулли кăмăлпа килěсене саланчěç.

ФОТО



Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Новошимкусская средняя общеобразовательная школа Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики»
29 июня 2023
08:09
Поделиться