Ҫӑл куҫ ҫутҫаналӑк палӑкӗ
✔️Ҫирӗклӗ Шӑхалӗн Турӑ Амӑш иккунӗ ячӗллӗ «Чӗрӗлӗх паракан ҫӑл куҫ» патне паян халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пур - нумаях пулмасть кунта юсав ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ. Ял халӑхӗ тӑрӑшнипе, патшалӑх пулӑшӗвӗпе усӑ курса кунта Купель туса лартнӑ, йывӑҫ картлашкасене тата шыв валашкисене тимӗртен ӑсталаса вырнаҫтарнӑ. Тӗмер чиркӗвӗн настоятелӗ Пётр Иванов протоиерей пилленипе паян кунти шыва Елчӗк округӗн благочиннӑйӗ Василий иерей кӗлӗ вуласа тасатрӗ.
Ялти ҫӑл куҫ - ял халӑхӗн юратнӑ вырӑнӗ. Ял историне тӗпченӗ А.Ф.Чернов ҫӑл пирки мӗн ҫырса хӑварнине Галина Чернова вӗрентекен каласа пачӗ: «Ҫирӗклӗшӑхальсем хальхи вырӑна 1720-мӗш ҫулсенче куҫса ларнӑ, пӗр сӑлтавӗ- ҫӑл куҫ пулни. Ял ӳссе пынӑ май ҫӑла шыв ӑсма анакан нумайланнӑ. Кунти шурлӑхсем типсе, хӑмӑшсем пӗтсе ларсан та ҫӑл- тан шыв тухса тӑрасси чакман. Ял халӑхӗ ҫӑл шывӗпе ҫулталӑкӗпех усӑ курнӑ. 1981-мӗш ҫулта кунта пысӑк юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ.
✔️ 2000-мӗш ҫултанпа ЧР Министӑрсен кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн ялти ҫӑл куҫ ҫутҫаналӑк палӑкӗ шутланать. Ӗлӗкрен пыракан ырӑ йӑлапа ял ҫыннисем ку лаптӑка тирпейлӗ тытса тӑраҫҫӗ.
Кунти тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн ҫулсерен тӑрӑшса ӗҫлекенсене Елчӗк МО администрацийӗн представителӗ Алина Смирнова тата Ҫирӗклӗ Шӑхаль территори уйрӑмӗн начальникӗ Геннадий Ловкин Хисеп хучӗ, Тав хучӗ парса чысларӗҫ.
Район депутачӗ, ял старости Сергей Перепелкин ял халӑхне асӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн Тав турӗ.