Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа с Днем Победы

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа с Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем!  Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 78 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!

Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗ­­летпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнман­лӑхӗшӗн пы­нӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр ҫынсен ҫа­пӑ­ҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫа таятпӑр.

Шел пулин те, ҫӗнтерӳллӗ ҫуркуннене пирӗнпе пӗрле кӗтсе илекен ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси тата совет ҫын­ни­сен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрас­си.

Çĕре çити таймапуç сире, паттăрсем! Тĕлĕнмелле паттăрлăхпа чăтăмлăхшăн, хăюллăхпа пуçарулăхшăн, чун пуянлăхĕпе ырă кăмăлăршăн. Сирĕн вăрçăри тата тылри мухтавлă ĕçĕрсем килес ăрусемшĕн этем чысĕпе тивĕçне, унăн сăпайлăхĕпе типтерлĕхне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулса юлĕç.

Çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатăп! Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!

Елчĕк муниципаллă округĕн  пуçлăхĕ                                 Леонард Левый



09 мая 2023
07:45
Поделиться