Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăçри кашни тĕлпулу пĕлтерĕшлĕ

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакан мухтавлă та сумлă ентешĕмĕрсене хисеплесе «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци, ял тăрăхĕн администрацийĕ, хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ эстрада юрăçисем пысăк уяв йĕркелерĕç. Аслă Пăла Тимешри çутă та капăр культура çуртне 10 ял халăхĕ пухăнчĕ.

Уяв Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсене юрланипе уçăлчĕ. Вăрçăра вилнĕ ентешĕмĕрсене асăнса пĕр минутлăх шăплăх тăчĕ. Паттăрсен палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Сумлă уява Елчĕк ен ентешлехĕн ертỹçи, Чăваш Республикин кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ В.Рыбкин, Чăваш Республикин ветерансен канашĕн президиумĕн пайташĕ С.Терентьева, çар ветеранĕ В.Ильин тата ыттисем килсе çитнĕ.

Чи малтанах культура ĕçченĕсем колхозсем пуçланса кайнине сăнарласа кăтартрĕç. Ворошилов ячĕллĕ пĕрлешỹллĕ хуçалăх «Победа» колхоз пулса тăнине, çĕршыв шайĕнче сумлă пулнине видеофильмра куртăмăр. Ăна Владимирпа Ольга Галошевсем хатĕрленĕ. Кушкă шкулĕнчи А.Рыбкинпа Д.Мулгачева уява илем кĕртсе хăйсен илемлĕ юррипе тыткăнларĕç.

Унтан уява ертсе пыракан А.Портнова ял тăрăхĕн пуçлăхне Ю.Алексеева сăмах пачĕ. Вăл ял тăрăхĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тăрăшуллисене Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ В.Рыбкин харсăр ĕçпе палăрнă В.Степанова, С.Александрова, А.Алексеева, А.Ахметсафина, Н.Сусметова, П.Хмелева, В.Галошева район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Нумай çул хушши шанса панă ĕçе тивĕçлипе туса пыракансене, çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ парса çĕршыва юрăхлă çынсем пулма тăрăшнă ĕçченсене, сывлăха сыхлас енĕпе пысăк тỹпе хывнисене, çĕр ĕçченĕсене, нумай çул мăшăрлă пурăннă, йышлă ача-пăча ỹстернĕ Курицынсен çемйине, 10-шар ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Е.Жестянкинăна, З.Овчинниковăна, амăшĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланă З.Портновăна, Е.Логиновăна, 90 çул тултарнă В.Дементьева тыл ветеранне, çывăх вăхăтра 90-мĕш çуралнă кунне уявлама хатĕрленекен В.Самакова тата ытти сферăра вăй хурса ят-сум çĕнсе илнĕ ял çыннисене «Елчĕк ен ентешлĕхĕн» ертỹçи Ю.Карпов, республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн пайташĕ С.Терентьева Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чыс турĕç.

3 сехет ытла тăсăлнă уяв кашни çыннăн чун-чĕрине çĕклентерчĕ. Ял-йыша хамăр ялсенчи юрă-кĕвĕ ăстисем — Т.Ишмуратова, С.Дергачев, В.Архилина, Л.Кудрявцева савăнтарни пушшех кăмăла ырăлăх кỹчĕ. Чăваш халăх артисчĕ В.Христофоров юрăсем шăрантарнă чухне залри халăх лăпкă лараймарĕ, паллă артистпа пĕрле юрă хыççăн юрă янăратрĕ. А.Лукина тăванлăх юррисене шăрантарма пуçласан вара куракан ташша ячĕ. Антонина ăста хут купăсçă. Унпа пĕрле хаваслă юрă тĕнчипе килентĕмĕр.

Пурнăçри кашни тĕл пулу пысăк пĕлтерĕшлĕ. Саманан пăрăнчăкĕсене пула пĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем тăтăшах тĕл пулаймаççĕ (ара, унччен пĕр колхоз пулнă-çке, кашнинех палланă, пĕлнĕ, халĕ вĕсене курсан епле савăнмăн!). Çакăн пек ăшă тĕлпулусем уйрăмах аслă ăрурисен кăмăл-туйăмне çĕклени, пурăнма хавхалантарни куçкĕретех палăрчĕ.

Ир пуçласа каçченех çунă лăпкă юр канăçлăхпа тăнăçлăх парнелерĕ. Çак уява хатĕрлесе тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă ертỹçĕсем — Н.Головин, А.Васильев, П.Хмелев, Б.Матвеев тата ыттисем тав сăмахне тивĕçлех.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен канашĕн ертỹçи



Елчек ен
23 декабря 2022
13:10
Поделиться