Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В. Левого с Днем энергетика

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В. Левого с Днем энергетика

Энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Энергетика отраслĕ  йывăр та яваплă, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ профессисенчен пĕри. Ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсен, учрежденисемпе организацисен, социаллă сфера объекчĕсен ĕçĕ тÿрремĕн энергетиксен кулленхи ĕçĕпе çыхăннă.

Эсир кашни киле çутă тата ăшă илсе çитеретĕр, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăватăр.Ḉанталăк условийěсем кÿрекен пăтăрмахсем сирěн ěçěре татах та йывăрлатаççě. Кунне-çěрне пěлмесěр пысăк тăрăшулăхпа вăй хунăшăн, электричество линийěсене юсаса васкавлăн ěçе кěртессипе  тимлесе ěçленěшěн сире пысăк тав сăмахě калатăп. Малашне те  ĕçĕрсем ăнса пыччăр.

 Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирěп сывлăх,  иксěлми телей, тăнăç пурнăç сунатăп.

 


Елчĕк муниципаллă  округ  пуçлăхĕ                                            Л.В.Левый.



21 декабря 2022
10:31
Поделиться