Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ: «Кушкӑ. Ҫынсем тата шӑпасем»
Елчӗкри тӗп вулавӑшра Чӑваш енри мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне вӗҫлесе Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан паллӑ журналистӑн, художникӑн, режиссерӑн Владимир Петрович Галошевӑн черетлӗ «Кошки-Куликеево. Люди и судьбы. /Кушкӑ. Ҫынсем тата шӑпасем» кӗнеке хаклавӗ иртрӗ.
Тӗлпулӑва кӗнеке авторӗ – Владимир Галошев (Куликеевский), районти тавра пӗлӳҫӗсем, районти вулавӑш ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем, вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Кӗнекене алла тытсассӑнах Кушкӑ ялне кӗнӗ ҫӗрте ял ячӗпе ҫырнӑ стеллӑна тата унӑн ҫыннисене куратӑн.
Автор Кушкӑ ялӗн ҫыннисем тата вӗсен шӑписем ҫинчен тӗпчесе чӑвашла та вырӑсла та ҫырса кӑтартнӑ. Каласа панисем, аса илӳсем, очерксем, йӑла-йӗрке, сӑн ӳкерчӗксем, сӑвӑсем кӗнекене пуянлатаҫҫӗ. Ҫавăн пекех кӗнекере ял халӑхӗн ҫемье архивӗсенчен илнӗ сӑн ӳкерчӗксем, ӗлӗкхи ял сӑнарӗн фотографийӗсем. Кунта Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине, Афганистан, Ҫурҫӗр Кавказра пулнисене те питӗ витӗмлӗн ҫырса кӑтартнӑ. Кушкӑ ялӗ мӗнле пурӑннине, мӗнпе сывланине веҫех пӗлме пулать. Автор кашни ҫыннӑн шӑпине, кашни килӗре пурӑнакан е пурӑннӑ ҫын мӗнпе те пулин кӑсӑкланни ҫинчен ҫырса парать.
Владимир Галошев пухӑннисене кӗнеке мӗнле кун ҫути курни, кӑсӑклӑ самантсене, тӗпчев ӗҫӗсенче яланах тавра пӗлӳҫӗ Илья Трофимов пулӑшу аллине панине каласа хӑварчӗ.
Хаклава хутшӑннисем кӗнекене пысӑк хак парса тухса калаҫрӗҫ. Юлашкинчен мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата мероприятине пӗтӗмлетсе районти тӗп библиотека ертӳҫи Алина Петрова кӗнеке вулавӑшӑн ҫӳлӗкӗ ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннине, тав сӑмахӗ каласа малалла та ӑнӑҫусем сунрӗ.