Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç парнелекене — мухтав

Елчĕкри культура керменĕнче Анне кунне, Раççей халăхĕсен культура еткерĕн, Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районне туса хунăранпа 95 çул çитнине халалласа «Пурнăç парнелекене — мухтав» ятпа пысăк уяв иртрĕ. Ăна Чăваш Републикинчи «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла уйрăмăн районти канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Уяв сĕмне культура керменĕн фойине пырса кĕрсенех лекме май килчĕ. Волонтерсем хăнасене саламланă май кашнинех хăйсем хатĕрленĕ открыткăсем парса чысларĕç. «Тĕрлĕ тапхăрти хĕрарăмсем» электронлă презентаци, кăмăла çĕклекен кĕвĕ-çемĕ пурне те хавхалантарчĕ. Фойери районти алă ĕç ăстисен тата ачасен «Амăшĕ — ача куçĕпе» ача-пăча ỹкерчĕкĕсен куравĕсем халăха тыткăнларĕç. Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем «Юрату кĕвви» ятпа хатĕрленĕ тĕрĕсен, чăваш хĕрарăмĕн тумĕсен пуххи, Аслă Елчĕкри Татьяна Прокопьева хатĕрленĕ чечексемпе ытти хатĕрсем, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Наталья Филиппова тĕрленĕ кавирсемпе тĕрлĕ илемлĕх хатĕрĕсем куракана уйрăмах тыткăнларĕç. Капăрлăха ытараймасăр куравсен умĕнче сăн ỹкерттерекенсем йышлă пулчĕç. Ял тăрăхĕсем тăватă ăрури хĕрарăмсене халалланă «Аннемĕре мухтар» курав уйрăмах асра юлĕ. Сăнарсен тĕп геройĕ — Смирновсен йăхĕнчен асли — Çĕнĕ Пăвари Дарья Даниловна шăп çак кун хăйĕн 82-мĕш çуралнă кунне паллă тунă май ăна сцена çине йыхравласах саламларĕç.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн членĕ Серафима Терентьева тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Леонард Левый амăшĕсене саламланă май хĕрарăмăн пурнăçри, çемьери пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ, «анне» ята илтме тỹр килнĕ этемлĕхĕн кашни черчен пайне тав сăмахĕ каларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне републикăри «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн» районти канашĕн ертỹçи Лариса Васильева, килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан обществăри хастар хĕрарăмсемпе амăшĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн, Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашĕн, Чăваш Републикинчи «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн» хĕрарăмсен районти канашĕн, Елчĕк ен ентешлĕхĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Концерт программи пуян та анлă пулчĕ. Шупашкартан килнĕ тата вырăнти артистсем, вĕренекенсем хăйсен юрри-ташши, сăвви урлă амăшĕн сăнарне, пурнăçри пĕлтерĕшне тĕрлĕ енлĕн уçса пама пултарчĕç. Юрий Кашкăр, Алексейпе Андрей Шадриковсем, Тамара Ишмуратова, Лариса Шаурбина, Алина Савельева, Димитрий Московский, Елизавета Казначеева, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем, Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе кăмăла çĕклерĕç.

Уяв асра юлмалла иртрĕ.

Елена ПЕТРОВА.



Елчек ен
02 декабря 2022
13:56
Поделиться