Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ

Чăвашсен çутта кăлараканě, пěрремěш букварьне çыраканě, çырулăхне никěслекенě Иван Яковлекич Яковлев пирěн халăхăн çěр пин юрă, çěр пин сăмах, çěр пин тěрě тенě. Çак пуянлăхпа эпир паянхи кун та мухтанатпăр. Чăваш чунě яланах хитрелěх патне туртăннă. Çавăнпа унăн кил-çуртне тěрленě, йывăçран касса эрешленě тата хăваран авнă япаласем, тăм савăт-сапа илемпе хăтлăх кÿнě. Тěрě ăсталăхě мĕн авалтан уйрăмах вăйлă аталаннă пулнă. Чăваш тěррин илемě такам чуне те канăçтарма пултарать, темěнле куçа та илěртет. Чăваш çěршывне пěрремěш хут лекнě çын халăх тěррине таçта та курать: музейсенче, выставка залěсенче, клубсемпе культура керменěсенче, шкулсемпе ача сачěсенче. Мěн тери паха вăл! Калăн, тěрěре халăх чунě хăй упранать тесе. Халăх ěмěчě-шухăшě, вăл илеме еплерех ăнланни палăрать тěрěре. 

Чăваш тĕрри кунне халалласа Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта «Чăваш чĕлхи – халăх мерченĕ» курав йĕркеленĕ. Унта чăваш тĕрри çинчен çырнă кĕнекесемпе паллашма, ачасен ĕçĕсене курма пулать. 


Отдел образования администрации Яльчикского района
24 ноября 2022
10:43
Поделиться