Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Мерчен» ушкăн - Чăваш наци радио эфирĕнче

«Мерчен» ушкăн - Чăваш наци радио эфирĕнче
Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсенчен йĕркеленнĕ «Мерчен» ушкăн Чăваш Ен наци радиовĕнче хăнара пулса курчĕ. Вĕсем Ирина Лампасова ертсе пыракан «Асăмри юрăсем» кăларăмра тÿрĕ эфирта уçă калаçу ирттерчĕç.

«Мерчен» ушкăн шăрантаракан, нумай çул радио хумĕсем çинче янракан «Кайăк юрри» юрă  пурин чунне те тыткăна илет. Юрă кĕввине те, сăввине те Оксана Мурзукова çырнă. Тÿрĕ эфирта çак юррăн историне, «Мерчен» ушкăн пултарулăхне сÿтсе яврĕç. Итлекенсем ыйтнипе «Кайăк юррине» эфирта сăмахĕсене çыртарса юрлама вĕрентрĕç.

Кăларăм вĕçленнĕ май,  Ирина Лампасова «Мерчен» ушкăна ăнăçу сунчĕ,тата нумай илемлĕ юрăсем янратма сĕнчĕ.



09 ноября 2022
10:20
Поделиться