Чӑваш Тӑрӑм ялӗнче пурнакан Анна Егоровна Албутова 90 ҫул тултарчӗ

1932 çулхи октябрĕн 29- мĕшĕнче Чăваш Тăрăм ялĕнче кун çути курнă Анна Егоровна Албутова (Анюк аппа). Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕҫленĕ, хăйсен 8 ачине йĕркеллĕ пăхса ӳстерес тесе вăй - халне пĕрре те шеллемен. Ялти шкулта пилĕк класс кăна вĕренме тивнĕ хĕр ачан. Вăрҫă пуҫланса кайни мĕнпур ĕмĕтне çапса хуçнă унăнне. Амăшĕ шкула урăх яман, тăхăнмалли пулман тата пĕри тепринчен пĕчĕккĕ шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхма тивнĕ. Ачалăхĕ питĕ йывăр иртнĕ Анюк аппан. Кăштах аталансан çамрăк хĕр Кӳлпӳç çулне чул сарма каять. Унтан вара Улатăр вăрманне каснă çĕрте ĕçлеме тивет.
1953-мĕш çулта Чăваш Тăрăм ялĕн йĕкĕчĕпе Алексей Петрович Албутовпа çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕ Аттелĕх Аслă вăрҫин участникĕ пулнă. Анюк аппа мăшăрĕнчен çичĕ çул кĕçĕнрех пулнă, вĕсен çемьинче 4 ывăлпа 3 хĕр çуралнă.
Паянхи кун хисеплĕ ватă Лена кинĕпе (ывăлĕ Алексей пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă) пĕр çăвартан пурăнать, вăй çитнĕ таран пулăшать, кăçал та хĕл каçма икĕ сысна çитĕнтернĕ. Ҫулла пахчара та ĕçлеме ӳркенмест. Пахча - çимĕç мĕн кирли пурне те хăйсем пăхса çитĕнтереççĕ кинĕпе иккĕшĕ. Ҫав вăхăтрах пĕччен пурăнакан ывăлне Сергея та пулăшма ĕлкĕрет.
Анюк аппан кĕçĕн хĕрĕ Полина Харьков хулинче хăйĕн çемьипе пурăнать. Ăнланать амăшĕ вăл тăрăхра мирлĕ пурнăҫ маррине, пăшăрханать, хуйхăрать. Хĕрĕпе çыхăнусем татăлнине те пытармарĕ вăл ассăн сывласа. Ҫавăнпа та чунра йывăр вăхăтсенче Турă кĕлли вуласа лăпланать.
Паянхи пурнăçпа тан утать ха хастар ватă, радио итлет, телевизор пăхать, район хаçатне те шĕкĕлчет. Украинăри ятарлă çар операци пирки те, мобилизаци пирки те илтнĕ, вара тӱрех çăм нускисем çыхма тытăннă. 15 мăшăр хатĕрлесе ветерансен совечĕн ертӱçине В.П.Краснована пырса янă. Паян та алса - нуски çыхас ĕçне пăрахман, салтаксен урисем ан шăнччĕр тесе тăрăшать.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Аслă Таяпа поселенинчи хĕрарăмсен совечĕн ертӱçисем А.А.Павлова (Шуршу), Г.И.Малова (Чăваш Тăрăм), Е.В.Сапожникова (Аслă Таяпа) тата Чăваш Тăрăм ялĕнчи ветерансен совечĕн ертӱçи В.П. Краснова Анна Егоровна Албутовăна сумлă юбилейпе - 90 çул тултарнă ятпа саламлама пухăнчĕç. Анюк аппа ячĕпе нумай ырă сăмах каларĕç саламлама килнисем. Чĕрĕ чечек çыххисем тата парнесем парнелесен Анюк аппан куçĕсем шывланчĕç, хăйне хисеп тунишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ ветеран.
Районти хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертӱçи Л.Н.Васильева парса янă хисеп хутне те вуласа пачĕç. Хавас кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, çынна яланах пулăшма хатĕр ватăна ялта та хисеплеççĕ. Ҫемьере пысăк хуйхă килсе çапсан та пурте Анюк аппаран пулăшу е сĕнӱ ыйтаççĕ, никама та хирĕçлесе курман вăл хăй ĕмĕрĕнче.
90 çул тултарнă пулсан та ăсĕ-тăнĕпе те çирĕп, вашават та вичкĕн. Пĕлмен юрри çук, килнĕ хăнасемпе чăваш юррисене тулли кăмăлпа шăрантарчĕ. Хăйне çакăн пек сума сунăшăн тав турĕ, пехил пачĕ.