Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем работника сельского хозяйства

Поздравление главы администрации Яльчикского района Л.В. Левого с Днем работника сельского хозяйства

Агропромышленность комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 Сире чĕререн ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Елчĕк тăрăхĕ çĕр çинче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ырми-канми тăрăшакансемпе пуян. Ḉĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни, ял хуçалăх предприятийĕсен  ертÿçисемпе специалисчĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни йывăрлăхсене çĕнтерме, ял хуçалăх çулталăкне лайăх кăтартусемпе вĕçлеме май параççĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал районта нихçанхинчен нумай тěш тырă туса илнě – 85,8 пин тонна!  Ḉавăн пекех пахча-çимěç, выльăх-чěрлěх çитěнтерессипе те начар мар ěçленě.

Ял хуçалăхне патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси çулсерен ÿссе пырать, уйрам хушма хуçалăхпа пурăнакансене те аталантарма майсем çителĕклĕ.

Ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене паянхи аталану çул-йĕрĕ валли çирĕп никĕс хывнăшăн уйрăмах тав сăмахĕ калас килет.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав сăмахĕ калатăп, уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей, тулăх пурнăç сунатăп.

 

 Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Л.В.Левый.



29 октября 2022
08:00
Поделиться