Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аттерен тĕслĕх илетĕп

Çак ятпа иртнĕ республикăри конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Ăна Чăваш Енри ача-пăчапа çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ. Ăна пулăшаканĕсем — Чăваш Республикинчи Общество палати, «Чăваш Ен ашшĕсен канашĕ» гражданла общество юхăмĕ.

Конкурса 7 хулапа 19 районтан 447 ĕç тăратнă. Жюри членĕсем «Паттăр атте патне Донбаса — çыру» номинацире 49 ĕç лайăххине палăртнă. Пирĕн районтан та çак конкурса 38 ача хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсен йышне Карина Ишмуратова, Мария Кондратьева, Павел Миллин, Мария Судакова кĕнĕ.

Ачасен çырăвĕсене куççульсĕр вуласа тухма май çук.

«Сывă-и, хаклă салтак! Эсĕ пирĕн çĕршыва тата пире тăшмансенчен хỹтĕленĕшĕн сана питĕ пысăк тав тăвас тетĕп. Сана пула, салтак, эпир кашни кун савăнатпăр, вĕренетпĕр, пуласлăх çинчен ĕмĕтленетпĕр. Сывă таврăн, салтак!…» (Константин Тимофеев).

«Хаклă салтаксем! Тăванăрсемсĕр сире мĕн тери кичем те йывăр пулнине ăнланатăп. Эпĕ сирĕншĕн питĕ пăшăрханатăп, Турра кĕл тăватăп, пурте лайăх пултăр тетĕп. Турă сыхлатăр сире!…» (Анна Усанова).

«Ман атте — герой! Вăл — пирĕн Тăван çĕршыва хỹтĕлекен. Эпĕ сана, атте, юрататăп, мухтанатăп санпа! Эсĕ пире кирлĕ. Киле сывă та чĕрĕ таврăн!» (Павел Миллин). Сăмах май каласан, Пашăн ашшĕ ятарлă çар операцийĕсене хутшăнать.

Конкурсра çĕнтернĕ ачасем дипломсене тивĕçнĕ. Пур виçкĕтеслĕ çырăва те çар çыннисем патне Донбаса ярса параççĕ.

Лариса КУДРЯШОВА,
Елчĕкри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ



21 октября 2022
14:58
Поделиться