Поздравление с Днем работников дорожного хозяйства
Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе - Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Тикĕс те яка çулсем, тирпейлĕ те илемлĕ урамсем водительсене çеç мар, районта пурăнакан кашни çын кăмăлне çĕклеççĕ. Район территоринчи автомобиль çулěсене çěнетессипе кăçал çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем сахал мар ĕç пурнăçларĕç. Юлашки çулсенче районта, уйрăмах район центрĕнче, тротуарсемпе çулсем сарассипе чылай ĕçленĕ. Ял урамĕсем те хытарнă çулсемпе витĕнсе пыраççĕ. Çак енěпе малашне те ĕçлесе пырăпăр.
Шансах тăратăп, ĕçе юратни тата тĕллев патне талпăнни ума лартнă задачăсене пурнăçлама пулăшса пырĕç.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.