Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Леонарда Левого с Днем отца

Поздравление главы администрации Яльчикского района Леонарда Левого с Днем отца

Хисеплĕ ентешсем!


Сире чěререн Ашшĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Атте пуласси – питě яваплă та хисеплě тивĕҫ Çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче ашшĕ-амăшĕн, уйрăмах ашшĕсен яваплăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Кирек мĕнле çемье авторитечĕ те ашшĕн ырă ячĕпе, унăн пархатарлă ĕçĕсемпе çыхăннă.Ашшĕсем çемьене укçа-тенкĕ енчен тивĕçтернипе кăна мар, çемьешĕн тĕп тĕрек, ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнипе хисеплĕ.
Ачисене тивĕҫлĕ воспитани парса ӳстерекен ашшĕсене чăтăмлăхшăн, вăй-халшăн тав тăватăп. Сирĕн килĕрте яланах ăшă та хăтлă пултăр, ҫывăх ҫыннăрсем сирĕн хӳтлĕхе туйса тăччăр! Пурнăҫра ачăрсемпе мухтанмалли сăлтав ытларах та ытларах пултăр!
Сире тата сирĕн ҫемйĕрсене ырлăх-сывлăх сунатăп!

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                         Л.В.Левый.



14 октября 2022
16:52
Поделиться