Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Поздравление с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем!


Сире чĕререн Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Сирĕн ырми-канми ĕçĕр чăннипех те пысăк хисепе тивĕçлĕ. Чун туртнипе суйласа илнĕ ĕçре юратса вăй хуни, çĕнĕ аталану çул-йĕрĕ шырани ял хуçалăхне малалла аталанма май параççĕ.
Кулленхи пархатарлă ĕçĕршĕн, хастарлăхшăн, тăван çĕре чунтан юратнăшăн сире тав сăмахĕ калатăп.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, мĕнпур ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем сунатăп!

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                        Л.В.Левый.



07 октября 2022
16:09
Поделиться