Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем учителя

Поздравление главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем учителя

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕ ячěпе саламлатăп.

Учитель профессийĕ чи сумлă та хисеплĕ, чи кирлĕ профессисенчен пĕри. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ, тивěçлě вопитани параççĕ, вĕсене ĕçлеме тата шухăшлама, хăйсем тĕллĕн йышăну тума, пурнăç çулне суйласа илме пулăшаççě. Экономика çĕнелнĕ, информаци технологийĕсем аталаннă тапхăрта ку питех те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ пĕлÿ илесси, çĕнĕ шухăшсем çураласси вĕрентекен пĕлĕвĕпе опытĕнчен нумай килет.

Пĕрремĕш вĕрентекен - каши çыннăн асĕнче. Вăл панă ырăлăхпа пĕлÿ кашнине пурнăçри  пĕрремĕш утăмсене тума пулăшать.

Тивĕçлĕ канури педагогсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир хăвăрăн ырă канашăрсемпе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатăп.

  

Елчěк район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Л.В. Левый.



05 октября 2022
07:50
Поделиться