«Эпĕ вĕрентекен пулас пулсан» калаçу сехечĕ иртрĕ

Вӗрентекен! Санпа мухтанатпăр,
Эс чӗрӗ çăлкуçăн таппи.
Сана чӗререн ыр сунатпăр,
Ан сӳнтӗр санра чун ăшши!
Юпа уйăхěн 3-мěшěнче, Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти 6-мěш класра «Эпĕ вĕрентекен пулас пулсан» калаçу сехечĕ иртрĕ. Тěл пулăва педагогика ěçěн ветеранě, Халăх çутěç отличникě, Чăваш Республикин вěренěвěн тава тивěçлě ěçченě, тăван шкула чылай çул хушши ертсе пынă Николаев Сергей Николаевич хутшăнчě.
Малтанах класс ертӳçи вěрентекен профессийě çинче чарăнса тăчě. Вăл пуринчен те ырă та сăпайлă, пултаруллă та хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарнине палăртрě. «Еплерех пулмалла-ши вĕрентекенĕн?», «Мĕнлерех куратпăр-ха эпир ăна?». Çак ыйтусем тавра калаçрěç улттăмěшсем.
«Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни - пысăк ăсталăх. Çĕр çинче мĕн ырри пурри - йăлтах вĕрентекенрен пуçланать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан - тĕрĕс çул çине тăратать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма хистет. Апла пулсан сирěн, паянхи шкул ачисен, тăрăшса вěренмелле, обществăлла ěçе хастар хутшăнмалла», - палăртрě Сергей Николаевич.
Юлашкинчен ачасем ветерана çывхарса килекен Вěрентекенсен уявě ячěпе саламларěç, çирěп сывлăх, ăнăçу сунчěç.